Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ахманесен уяв хаваслă иртрĕ

16 июля 2011 г.

Ахманесен уяв хаваслă иртрĕ

Москакасси ял тăрăхĕнче çулсеренех Питрав уявне ял-йыш кăмăлне тивĕçтерес тесе чаплăн паллă тума тăрăшатпăр. Кăçал та çак уява асăннă кун Ахмане ялĕнче савăнăçлă ирттертĕмĕр.

Уява ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н. Матросов уçрĕ: Питрав уявĕпе саламласа ăна тулли кăмăлпа ирттерме ăнăçу сунчĕ. Яланхи пекех уявăн савăнăçлă программине «Шуçăм» халăх ансамблĕн пĕр ушкăнĕ илемлетрĕ. Ачасене валли савăнмалăх Шупашкартан батут та илсе килме май пулчĕ.

Тĕрлĕ конкурссемпе вăйăсем туса ирттертĕмĕр: шар хăпартасси, кире пуканĕ çĕклесси, скакалкăпа сикесси, канат туртасси тата ытти те. Ватти-вĕтти вăйăсене хаваспах хутшăнчĕ, парнесене тивĕçрĕ.

Парнесене ятарласа палăртнă номинацисенче çĕнтернисем те тивĕçрĕç: «Чи илемлĕ укăлча карти» – Е.Б. Иванова, «Чи тутлă шÿрпе» – Л.Н. Смирнова, «Чи илемлĕ чечек çыххи» – С.В. Николаева (бисерпа). Уява хутшăннисенчен чи аслине тата чи кĕçĕннине те палăртрăмăр. Чи аслисем А.А. Архиповпа К.И. Дмитриченко пулчĕç, чи кĕçĕнни – Ахманери П. Смирнова.

Ял халăхĕ пĕр-пĕрне шÿрпепе, кукăль-çăмахпа, сим пыл сăрапа, çĕнĕ пылпа сăйларĕ.

Г. Голубева,

Москакасси Культура çурчĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика