16 июля 2011 г.
Малалла пăхакан ĕçсĕр лармасть
Çу кунĕсене усăсăр ирттерменнисем ял хуçалăх çулне ыттисенчен ăнăçлăрах вĕçленине пĕлтĕр те куртăмăр. Йывăрлăхсем умĕнче алă усманнисен йышĕнче «Ударник» хуçалăх та пулчĕ. Кунта иртнĕ çул ЧР тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Г. Трофимова доярка хăйĕн ушкăнĕнчи кашни ĕнерен 7022 килограмм сĕт суса илме пултарчĕ. Валентина Германовнăн ĕçтешĕсен тÿпи те пĕчĕк мар. Зоя Ивановна Михайлова хăйĕн ушкăнĕнчи кашни ĕнерен вăтамран 6347 килограмм сĕт сурĕ-тĕк, унăн ĕçтешĕ Зоя Степановна Андреева кăтартăва 6732 килограма çитерме хевте тупрĕ.
П. Давыдов ертсе пыракан хуçалăх пĕрре тунă ÿсĕмрен чакманнипе палăрса тăрать. Аталанăвăн çак çулĕнче çулталăкăн кашни тапхăрĕнчех производствăна тухăçлă çул пани малти вырăнта.
Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Т. Алексеевăпа тата выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕн çумĕпе О. Воробьевпа Йÿçкассинчи сĕт ферминче силос хывнă çĕрте пултăмăр. Тăрăшулăх кашни механизаторпа водитель ĕçĕнче курăнни, ĕç кал-кал пыни силос траншейи патне çитичченех палăрчĕ. Пĕр машина силос масси пушататчĕ пулсан, траншея патĕнче хиртен килнĕ 3 тулли автомашина черетре ларатчĕ. Вăхăтлăх ĕçрен пушаннă водительсемпе Йÿçкасси уйрăмĕн пуçлăхĕ А. Кузьмин калаçу ирттерет.
– Пирĕн пурин те тĕллевĕ пĕрре – траншейăна хăвăртрах тултарса хупасси. Шăпах çакăнта ĕнтĕ пирĕн ĕç пахалăхĕ. Ку траншейăна пуçлани эрне те çитмерĕ-ха. Тĕллевлĕ ĕçленĕрен, хăвăрах куратăр, вăл тулчĕ, – савăнăçлă калаçать Александр Иванович. Водительсем те унăн сăмахĕпе кăмăллă. Вĕсем вара çиччĕн ку ĕçре: П. Грачев, В. Семенов, А. Филиппов, А. Семенов, Ю. Семенов, И. Степанов, В. Алексеев.
Выльăх апачĕ янтăласси ан уксахлатăр тесе хирте С. Иванов («Дон-680»), Н. Семенов («Полесье-600») механизаторсем иртен пуçласа сĕм каçченех курăк çулаççĕ.
– Юлташăмсем тăрăшса ĕçленĕрен манăн та ларса канма вăхăт çук. Куншăн эпĕ кÿренместĕп, мĕншĕн тесен паян тумалли ĕçе ырана хăварсан тухăçлă малашлăх пирки ан та шутла. Ăнланатпăр çакна. Ăнланатпăр та уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшатпăр. Ĕç пахалăхĕ – хиртен килнĕ ешĕл массăна йĕркеллĕ пусăрăнтарнинче те, – терĕ манпа калаçма тракторне чарса кабинăран тухнă Павел Алексеев механизатор.
Хуçалăхăн тĕп ветеринари врачĕ Л. Платонова та кунтах.
– Ĕçсене хăй еккипе ярас мар тесе, пахалăха малти вырăна кăларассишĕн тăрăшатпăр. Паянхи ĕç – ыранхи ÿсĕмсен никĕсĕ, – пĕлтерчĕ силос траншейи çинчен утса тухнă Людмила Петровна.
Выльăх апачĕ янтăлассипе ĕçлекенсем хушшинче «йывăр, айтăр ку ĕçе ырана хăварар», тесе киле хыпаланакана курмарăмăр.
Районта. Ĕнерхи кун тĕлне Муркаш енре пĕтĕмпе 4875 (88,6 процент) тонна утă, 9013 (48,7 процент) тонна силос янтăланă. «Ударник» хуçалăх икĕ тĕслĕхĕнче те малтисен ретĕнче.
А. БЕЛОВ.