Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ачан ишме тата ташлама пĕлмелле

16 июля 2011 г.

Кашни ачан ишме тата ташлама пĕлмелле

Çитес 2011–2012 вĕренÿ çулĕнче шкул ачисемпе учительсене, апла пулсан ашшĕ-амăшĕсене те, çĕнĕлĕх сахал мар кĕтет.

Пĕрремĕшĕнчен, çĕнĕ федераллă стандартсем çине куçасси. Кун пирки хаçатра маларах та пĕлтернĕччĕ. Çапах та унăн тĕп уйрăмлăхĕсем çинче чарăнса тăни ытлашши пулмĕ. Çак стандартпа вĕренме куçассине кăçалтанпа 1-мĕш класа каякансенчен пуçлаççĕ. Учительсем квалификаци ÿстерме ятарлă курссенче вĕреннĕ. Вĕсен ĕç вырăнĕнче компьютер пулать. Ачасем валли планланă тăрăх çĕнĕ учебниксем туянатпăр.

Сентябрĕн 1-мĕшĕн-чен санитарипе эпидемиологи йĕрки ыйтнă пек вĕренÿ сехечĕсем нумайланаççĕ. Ку уроксемпе кăна мар, ачасем урок хыççăнхи вăхăта усăллă ирттернипе те çыхăннă. 1-мĕш классем эрнере 5 кун вĕренеççĕ, 21 урок. 2–11 классем эрнере ултă кун вĕренеççĕ. 2–4 класенче эрнере 26 урок, 5 класра – 32 урок, 6 класра – 33, 7 класра – 35, 8–9 классенче – 36, 10–11 классенче 37 урок пулмалла.

Базислă вĕренÿ планĕнче те улшăну пур. 2008 çултанпа 10–11 классенче вĕренекенсен эрнере виçĕ физкультура урокĕ пулнă. Çитес вĕренÿ çулĕнчен пуçласа пурте – 1–11 классенче вĕренекенсем – эрнере виçĕ хут физкультура урокне çÿрĕç. Çакна ачасен хусканăвĕ ытларах пултăр тесе ĕçе кĕртеççĕ. Эрнери икĕ урокĕ – вĕрентÿ программине пурнăçлама палăртнă сехетсем, виççĕмĕш урокĕ тĕрлĕ енлĕ пулма пултарать: аэробика, ритмика, ишесси, тренажер залĕнчи занятисем тата ытти те.

Паянхи кун тĕлне çак виççĕмĕш сехете хăш шкулта мĕн çине ярассине пĕлме ятарлă ыйтăм – мониторинг – ирттернĕ те ĕнтĕ. Ачасенчен ытларахăшĕ аэробика, спорт вăййисем тата ишесси кирлĕреххине пĕлтернĕ. Çапла вара ачасем ыйтнине тивĕçтерме, çапла майпа çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме халĕ кашни шкултах квалификациллĕ специалист тупассипе ыйту тăрать. Шкулсенче хореографсем çитмеççĕ. Çавăнпа та çак специальноçа алла илнисене район администрацийĕн вĕрентÿ пайне килсе ĕç условийĕсемпе паллашма сĕнетпĕр.

Тепĕр çĕнĕлĕх пирки. Вĕренекенсене сывă пурнăç йĕркине тытма хăнăхтарса ÿстерме çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен республикăра ятарлă проектсем пурнăçланма пуçлаççĕ. Вĕсем: «Эпĕ ишме пĕлетĕп» тата «Ташлакан шкул» программăсем. Кашни ачан ишме пĕлмелле. Ку, пĕрремĕшĕнчен, ачана питĕ кирлĕ, тепĕр самант – Муркашри ФСКпа эффективлă усă курма та май парать. Кашни ачан 3 ташă та пулин (тĕрлĕ жанрсенчи) ташлама пĕлмелле.

Çÿлерех асăннине пурнăçлама учительсен професси ăсталăхне ÿстерессипе çыхăннă тепĕр самант пирки те каласа хăвармалла. Маларах учительсем хăйсен ăсталăхне Чăваш Республикин вĕрентÿ институтĕнче ÿстернĕ пулсан çитес вĕренÿ çулĕнче эпир Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе те тачă çыхăну тытма пуçлатпăр. Çапла майпа учительсен те квалификацие ăçта ÿстерессине суйлама май пулĕ.

З. ДИПЛОМАТОВА,

район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика