21 мая 2011 г.
Майăн 26-мĕшĕнче – пĕрремĕш экзамен
Шкулсенче 11-мĕш тата 9-мĕш классенче вĕренекенсен хĕрÿ тапхăр пырать. Патшалăх экзаменĕсене тытиччен вăхăт сахал юлчĕ.
Патшалăх аттестацийĕн положенийĕпе килĕшÿллĕн 9-мĕш класран вĕренсе тухакансем 4 экзаменран кая мар тата 5 экзаменран ытла мар тытаççĕ. Вĕсен обязательнăй йĕркепе математикăпа тата вырăс чĕлхипе экзаменсем тытмалла. Унсăр пуçне чăваш чĕлхипе те çĕнĕ формăпа экзамен пур. Пирĕн районти 9-мĕш класра вĕренекен пур ача та – 386 выпускник – экзаменсене Мăн Сĕнтĕрти тата Муркашри вăтам шкулсенче тытать. Мăн Сĕнтĕрте – 164, Муркашра – 222 вĕренекен. Экзаменри ĕçсене ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви çирĕплетнĕ территори экзамен комиссийĕсем тĕрĕслеççĕ. Çакă вĕрентĕве тĕрĕс хаклама пулăшĕ.
Пĕрремĕш экзамен майăн 26-мĕшĕнче вырăс чĕлхипе иртет. Математикăпа – июнĕн 2-мĕшĕнче, чăваш чĕлхипе (350 выпускник экзамен тытать) – июнĕн 17-мĕшĕнче.
Ачасем çĕнĕ формăпа экзамен тытма суйласа илнĕ ытти предметсем пирки калас пулсан ÿкерчĕк çапларах. Раççей историйĕпе экзамен 21 вĕренекен тытать, физикăпа – 46, биологипе – 106. Ку экзаменсем июнĕн 7-мĕшĕнче иртеççĕ. Обществознани (72), хими (18), географи (56), информатикăпа ИКТ (4) предмечĕсемпе тата ют çĕр-шыв чĕлхисемпе (4) экзаменсем июнĕн 9-мĕшĕнче пулаççĕ.
Экзамен тытма çакăнта асăнман предмета суйласа илнисем ăна малтанхи пекех йăлана кĕнĕ формăпа тытаççĕ.
Тăххăрмĕшсем валли резерв кунĕсене те палăртса хунă. Вĕсем июнĕн 11, 15, 20-мĕшĕсенче.
Н. НИКОЛАЕВА.