Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çу уйăхĕ ĕç хушсах пырать

14 мая 2011 г.

Çу уйăхĕ ĕç хушсах пырать

Çу уйăхĕ çĕр ĕçченĕшĕн килти сад-пахчара ларса-тăрма вăхăт çук тапхăр. Çурхи кун çулталăк тăрантарать. Ĕмĕртен туптаннă çак чăнлăха ума хурса тухать паян ял çынни килти хушма хуçалăхри сад-пахчана. Технологие пăхăнса çĕр хатĕрлесе вăхăтра акасси-лартасси тата хĕл каçнă культурăсене апатлантарасси – ырана хăвармасăр пурнăçламалли ĕçсем. Кунсем иртнĕ май йăрансем çине хăяр, помидор, кишĕр, çарăк, редис т. ыт. те акăнĕç. Килти хушма хуçалăхра маларах палăртнă чухлĕ çĕр улми те лартса хăварĕç.

Пахчари ĕçсемпе пĕрлех садри тăрăшулăха та иккĕмĕш вырăна хăвармасть ял çынни. Чылай килти хушма хуçалăхра çак вăхăтра улма-çырла йывăççисене сăтăрçăсенчен хÿтĕлессипе ĕçсем ирттереççĕ. Çакă та кая хăвармасăр пурнăçламалли ĕç.

Çу уйăхĕн 13–15-мĕшĕсем. Пĕтнисем вырăнне çĕр çырлин çĕнĕ тĕммисене куçарса лартмалла. Çырла тĕммисем, уйрăмах кашкăр çырли, лайăх аталанса каяççĕ. Газонсем йĕркелемелле. Минераллă удобренисем сапмалла.

Çу уйăхĕн 15–16-мĕшĕсем. Йывăç тураттисене иртме юрамасть, шăварма меллĕ вăхăт. Хăмла çырли, хурлăхан, крыжовник, кашкăр çырли, розăсем лартма сĕнеççĕ. Çĕре кăпкалатма юрать.

Çу уйăхĕн 16–18-мĕшĕсем. Нимĕн те акма-лартма, куçарса лартма юрамасть. Çĕре кăпкалатма, йăрансем хатĕрлеме, çÿп-çап пуçтарма юрать.

Çу уйăхĕн 18–20-мĕшĕсем. Улмуççи, груша, чие, слива, ирга хунавĕсене лартма меллĕ кунсем. Çĕре кăпкалатма юрать.

Çу уйăхĕн 20–22-мĕшĕсем. Йывăçсемпе тĕмсен тураттисене иртме юрăхлă вăхăт. Улма-çырла тĕммисене куçарса лартма меллĕ кунсем.

Çу уйăхĕн 22–24-мĕшĕсем. Акма тата лартма юрăхсăр кунсем. Çĕр çинче ĕçлеме, хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама, çум курăкпа тата сăтăрçăсемпе кĕрешме юрать.

Çу уйăхĕн 24–27-мĕшĕсем. Йывăçсен тураттисене иртмелле мар. Çĕр çырли йăранне кăпкалатмалла, анчах тарăн мар. Органикăллă удобренисемпе ĕçлеме юрăхлă.

Çу уйăхĕн 27–29-мĕшĕсем. Çĕре кăпкалатмалла. Сăтăрçăсемпе тата чир-чĕрпе кĕрешме меллĕ вăхăт. Ытлашши туратсене иртмелле.

Çу уйăхĕн 29–31-мĕшĕсем. Йывăç-тĕмсене сăтăрçăсемпе чир-чĕртен пĕрĕхмелле.

ПАХЧАРА

Çу уйăхĕн 13–15-мĕшĕсем. Бахча культурисене ислетсе лартмалла тата вĕсене уçă йăрансем çине акмалла. Уçă çĕре купăста лартма юрать. Пахча çимĕçсене шăварма тата минераллă удобренисемпе апатлантарма меллĕ кунсем.

Çу уйăхĕн 15–16-мĕшĕсем. Пахча çимĕçсене шăварма тата тислĕк шывĕпе апатлантарма юрăхлă кунсем.

Çу уйăхĕн 16–18-мĕшĕсем. Ăпăр-тапăр пуçтарнисĕр тата çум çумланисĕр пуçне нимĕн те акма-лартма юрамасть.

Çу уйăхĕн 18–20-мĕшĕсем. Çĕр улми лартма меллĕ вăхăт. Тымар çимĕç акма, çум çумлама юрать.

Çу уйăхĕн 20–22-мĕшĕсем. Çум курăкĕпе кĕрешмелли лайăх вăхăт. Сельдерей, çĕр улми, редис акма-лартма меллĕ. Помидор, пăрăç, баклажан, хăяр калчисене теплицăсене кăларса лартма юрать.

Çу уйăхĕн 22–24-мĕшĕсем. Пахчара акассипе-лартассипе ĕçлеме юрамасть. Çум курăкпа тата сăтăрçăсемпе кĕрешни ытлашши пулмасть.

Çу уйăхĕн 24–27-мĕшĕсем. Шăвармалла. Минераллă удобренисемпе апатлантармалла. Помидор, пăрăç, баклажан, хăяр калчисене теплицăсене кăларса лартма юрать. Çум курăкĕпе кĕрешмелле.

Çу уйăхĕн 27–29-мĕшĕсем. Çĕр кăпкалатмалла. Чир-чĕрпе кĕрешмелле. Ир пулакан симĕс çимĕçсене пуçтармалла.

Çу уйăхĕн 29–31-мĕшĕсем. Çеçкелентернĕ çĕр улмине лартмалла. Çĕр кăпкалатмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика