Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван кил çутти сÿнмесен çĕр-шыв тĕрекĕ пĕтмест

14 мая 2011 г.

Тăван кил çутти сÿнмесен çĕр-шыв тĕрекĕ пĕтмест

Пĕтĕм тĕнчипе паллă тăвакан Çемье кунне Муркашра эрне кун савăнăçлă лару-тăрура уявларĕç. Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн çырăнтару залне районти кашни ял тăрăхĕнчи хисеплĕ çемьесем пухăнчĕç. Вĕсенчен ытларахăшĕ нумай ачаллă çемьесем. Эсир сăн ÿкерчĕкре куракан мăшăрсем те çав йышранах.

Анаткас Хачăкра пурăнакан Галина Лазаревнăпа Виссарион Петрович Егоровсем пĕрлешнĕренпе 26 çул. Вĕсем (сăн ÿкерчĕкре сылтăм енче) виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Çемьере килĕшÿ, юрату, ĕçе юратса пурнăçлани тата чăваш йăли-йĕркине хисеплени кирлине калать мăшăр. Çакна курса ÿснĕ те вĕсен хĕрĕпе ывăлĕсем: уява çак çемье хатĕрленĕ ал ĕç куравĕ чăннипех илем кÿчĕ.

Якаткасси ялĕнчи Надежда Панфиловнăпа Юрий Герасимович Герасимовсен çемйи те (сулахай енче) пысăк йышлă. Çак хисеплĕ мăшăр виçĕ ывăлпа икĕ хĕр пăхса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Надежда Панфиловна паян ачисемпе кăна мар, мăнукĕсемпе савăннине те пытармасть. «Эпĕ 35 çул хушши шкулта ĕçленĕ, мăшăр хуçалăхра электрикра, бригадирта вăй хунă, парти организацийĕнче те тăрăшнă. Çакăнпа пĕрле вара ачасене яланах тăрăшуллă, ĕçе тимлесе тата вĕçне çити пурнăçлама хăнăхтарнă. Тÿрĕ кăмăллă пулма, хăйсене мăнна ан хуччăр тесе, вашаватлă пулма вĕрентнĕ. Халĕ кашнин хăйĕн çемйи. Пурте аслă пĕлÿ илнĕ, икĕ аслă пĕлÿ илнисем те пур. Ĕçлеççĕ. Пире хисеплеççĕ. Савăнатпăр çакăншăн», – пĕлтерет çемье ăшшине тытса тăраканĕ, ăна упраканĕ.

Çакăн пек хисеплĕ çемьесемпе уявра кашнинпе тенĕ пекех паллашса кĕске калаçу ирттерчĕç. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Ю. Тарасова саламласа Хисеп хучĕсем парса чысларĕ.

Районта «Эпĕ – атте» сăн ÿкерчĕксен конкурсне пĕтĕмлетсе район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ А.Е. Андреева Итакачкассинчи Вячеслав Скворцова, Кÿстерекри Владислав Чернова, Москакасси ял тăрăхĕнчи Юрий Столяровпа Хорнуй ял тăрăхĕнчи Алексей Яруткова ырăпа палăртрĕ. Дипломсемпе парне парса чысланипе пĕрле çемьере ашшĕн вырăнĕ пысăккине аса илтерчĕ.

Çамрăк çемьесене вĕренмелли, ăса хывмалли чылай пулчĕ уявра. Муркашсем патне хăнана килнĕ Г. Максимов çыравçă, журналист калаçăва хăйне май чĕрĕлĕх кĕртрĕ. Залра ларакансем вăл çырнă «Амăшĕн пехилĕ» калава кăмăлпах сÿтсе яврĕç, «Муркаш» халăх фольклор ансамблĕ шăрантарнă юрăсене итлесе киленчĕç.

Хамăрăн несĕлсене манмасан, атте-анне каланине асра тытсан, тăван кил çутти сÿнмесен çемье тĕрекĕ пĕтмест. Калаçу çапла пĕтĕмлетÿ тума май пачĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика