Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç ыйтнипе тан пырсан ÿсĕм пулатех

13 июля 2011 г.

Пурнăç ыйтнипе тан пырсан ÿсĕм пулатех

Кирек мĕнле сферăра та çĕнĕлĕх пурнăçа кĕни ÿсĕмсем тума май парать. Çакна ăнланса вăхăт ыйтнă пек ĕçлекенсем пирĕн районта хушăнса пыни кăмăла хăпартать. Иртнĕ эрнере акă çĕнĕлĕхсене алла илсе пыракан районти хăш-пĕр хуçалăхсенче, организацисенче депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем те, предприяти-организаци ертÿçисемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те пулса курчĕç.

Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăхра сехетре 10 тонна тырă тасатса типĕтекен сушилкăна хута ярас ĕçсем пыратчĕç. Район пуçлăхĕ, хуçалăх ертÿçи И.В. Николаев çак оборудовани кăçалхи çанталăк условийĕсенче уйрăмах вырăнлă пулнине пĕлтерет. Сушилка малтанах тырра тасатать, унтан типĕтет, ăна технологи ыйтнă пек сивĕтет. Кайран вара тырра сортсем çине уйăрать. Кунта пурĕ те икĕ çын кăна ĕçлет. Ăна туянма тата вырнаçтарма хуçалăх 2 миллион та 600 пин тенкĕ тăкакланă. Сушилка уйран кĕрекен тырра çухатусемсĕр тасатса тирпейлесси вара паянах куç кĕрет.

Ярославка ял тăрăхĕнчи çемье тухтăрĕн уйрăмĕнче те малалла шанчăкпа пăхакансем вăй хуни курăнчĕ. Ял халăхне кунта килсе сипленме условисем лайăх: шăл юсама та пулать, куçлăх тутарттарма та, кăнтăрлахи уйрăмра сипленме те... «Пĕр пушă пÿлĕм «тупма» май килчĕ. Унта ЛФК (сиплĕ физкультура) пÿлĕмне уçас кăмăл пур», – теççĕ шурă халатлисем. Çакă вара чиртен сывалнă çынсене кирлĕ пек режим тытса тăма пулăшĕ. Апла пÿлĕме йĕркелесе хута яма шутласа медицина ĕçченĕсем хăйне май профилактика ĕçне те анлăлатĕç. Яланхи ыйту – пулăшакансене тупасси. Вырăнти çынсен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн усăллă ĕçе укçа хывакан тупăнасса вара шанас килет.

Нискассинчи шкулта та хальхи вăхăтра анлă усă куракан интерактивлă доскапа ĕçлеççĕ, информаципе коммуникаци технологийĕсемпе усă кураççĕ. 2007 çулта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ шкулта малашлăха шанчăкпа пăхнипе пĕрлех иртнине те манмаççĕ: вырăнти истори ятарлă залта упранать.

Нискассинче икĕ çула яхăн хупă тăнă хыççăн кĕçех кафе ĕçлеме пуçламалла. Ячĕ те унăн – «Ярославна». «Ят тупассипе ял тăрăхĕнчи çынсен шухăш-кăмăлне шута илтĕмĕр. Кафене юсаса çĕнетме тата унăн умне асфальт сарса тирпей-илем кĕртме 3 миллион тенкĕне яхăн уйăртăмăр», – пĕлтерчĕ Муркаш райпо канашĕн председателĕ Б.В. Андреев. Çак тăкак вара пĕтĕмпех вырăнти халăха йĕркеллĕ канса-савăнма май туса парать. Çитес вăхăтрах илемлĕ залта туйсем кĕрлесси, юбилейсем паллă тăвасси çирĕп йăлана кĕрĕ. Ку иккĕлентермест.

Юнкă ял тăрăхĕнче вырнаçнă «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă пĕрлешÿ вара çĕр улмипе купăста туса илессипе тимлет. Пĕрлешÿ ертÿçи В.С. Кондратьев купăста лартмалли Голландире туса кăларнă оборудование кăçал 2 миллион тенкĕ ытла тÿлесе илнине пĕлтерет. Лартнă калчана шăварасси тата апатлантарасси ятарлă технологипе пулса пырать – тумламмăн. Ретсем хушшипе выртакан шлангран кашни купăста туни патне тумлампа кирлĕ удобрени те, шыв та пырса тăрать. Купăста уйĕ кунта кăçал 19 гектар йышăнать. Кунсăр пуçне тата çĕр улми – 130 гектар. Çĕр улмине те çĕнĕ технологие алла илсе ÿстереççĕ.

Депутатсем, предприяти-организаци ертÿçисемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе те кăсăкланнă май Юнкă ял тăрăхĕнчи пушар хуралĕн ĕçĕпе паллашрĕç. Кунта хăй ирĕкĕпе тăватă çын ĕçлет. «Пушар машини Самар облаçĕнчен «çитнĕ» иккен. Малтан çар техники пулнăскерĕн шыв сирпĕтес пусăмĕпе хăвăртлăхĕ пысăккине ĕçпе çирĕплетсе кăтартрĕç пушар хуралçисем. Ĕçе йĕркелесе пыма ял тăрăхĕнчи çынсем пулăшнине пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.В. Фомин. Кун пек пушар машини Оринин ял тăрăхĕнче те пур. Ильинка, Шетмĕпуç, Москакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем те саккас пирки калаçусем пуçарчĕç. Ытти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те ĕçпе кăсăкланни курăнчĕ.

Пуçарулăх, ĕçлес туртăм пулсан майсене тупма пулатех. Çÿлерех асăннă тĕслĕхсем çакна çирĕплетеççĕ те. Апла ыттисен те ырă тĕслĕхсем çинче çÿлерех «ÿсмелле».

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика