13 июля 2011 г.
Юратупа шанчăклăх кунĕнчи телейлĕ çемьесем
Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче Москакасси ял тăрăхĕнче алла-аллăн нумай çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе те юратса пурăннă çемьесене чысларăмăр. Çакăн пек çемьесем сахалрах çав.
Ситуккассинче пурăнакан Зоя Петровнăпа Асколон Аверкиевич Максимовсем 50 çул, Москакассинчи Зоя Никитичнăпа Алексей Филиппович Филипповсем 60 çул, Уйкас Хачăкри Мария Степановнăпа Михаил Осипович Осиповсем 65 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Çаксем патне килĕсене çитсе уявпа саламларăмăр та ĕнтĕ эпир: Г. Голубева, Н. Кондукторова, Р. Семенов тата Р. Матросова.
Чăн малтан Максимовсем патне çитрĕмĕр. Çак çемьене чысласа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ячĕпе Тав çырăвĕ, асăнмалăх парне тата ромашка çыххине парнелерĕмĕр. Юрă-ташăпа савăнтарса кăмăлĕсене уçрăмăр.
Филипповсен çемйинче пире кил хуçисемпе пĕрле хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем те ăшшăн кĕтсе илчĕç. Пĕр хĕрĕпе кĕрÿшĕ Якутинчен çитнĕ! Ку çемьене те уяв парнисем патăмăр.
Осиповсен çемйи те пире тулли кĕрекепе кĕтсе илчĕ. Ку çемье пирки калас пулсан каламалли чылай. Мăшăр 65 çул пĕрле алла-аллăн çирĕппĕн утать. Михаил Осипович вăрçă ветеранĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче вăл фашиста тĕп тăвичченех çапăçнă, Çĕнтерĕве Германире кĕтсе илнĕ. Мария Степановна тылра çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшнă. Хура-шурне нумай курма тивнĕ. Паян вара вĕсен хăйсем пекех ĕçчен те маттур ачисемпе тата мăнукĕсемпе мухтанма та май пур.
Çулĕсемпе аслăрах çынсене пирĕнтен тимлĕх тата ăшă сăмах кирлĕ, апла пулсан вĕсене çапла майпа савăнтарасчĕ.
Г. Голубева,
Москакасси Культура çурчĕн, ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи.