13 июля 2011 г.
Кăмари сăхасран сыхланма
Эпир çуллахи вăхăта чăтăмсăр кĕтетпĕр. Анчах та çак вăхăтра пире йăлăхтарса çитерекен кăмарисем те хытă савăнаççĕ. Вĕсенчен мĕнле сыхланмалла-ха?
Малтанах пÿрте кăмарисем кĕме пултарассинчен сыхланмалла. Чÿречесем çине ятарлă сеткăсем вырнаçтармалла. Дача çурчĕ пулсан унăн чÿречи айĕнче помидор йăранне туни вырăнлă пулĕ. Мĕншĕн тесен кăмарисем помидор çеçкин шăршине тÿсме пултараймаççĕ. Пÿлĕмре вара герань чечекне ÿстермелле. Ăна та хурт-кăпшанкă кăмăлламасть.
Теприсем тата çывăрма выртас умĕн пÿртри урайне те, стенасемпе маччана та пылесоспа тасатса тухаççĕ. Çапла майпа пытанса юлма пултарнă кăмарисенчен те хăтăлма пулать.
Паллах лавккара сутакан тĕрлĕ хатĕрпе те усă курма юрать. Вăрмана каяс умĕн ÿте ятарлă кремсемпе сĕрмелле. Крема пит çине сĕрме юрамасть тесе сĕннине çирĕп пăхăнмалла. Çи-пуç çине сĕрмелли препаратсем те халĕ туллиех. Вĕсемпе пуринпе те пĕлсе усă курмалла.
Ачасем валли те репеллентсем чылай. Анчах та вĕсене сĕрес умĕн малтанах ачан крем çине аллерги çуккине тĕрĕслесе пăхмалла. Крема ытла вăйлă пусăмпа сĕрмелле мар.