13 июля 2011 г.
Çырла тимлĕх ыйтать
Кăçал нÿрĕкĕ те çителĕклех ĕнтĕ. Ăшши те пур. Анчах пахчари хăмла çырли çимĕçĕ вĕтелсе кайрĕ. Ун çинче вĕтĕ хуртсем курăнма пуçларĕç. Мĕн тумалла-ши?
В. ИВАКОВ.
Мăн Сĕнтĕр сали.
Куншăн тĕлĕнме те, кулянма та кирлĕ мар. Çакă сирĕн хăмла çырлине хĕвел çути лайăх ÿкекен вырăна куçармаллине систерекен паллă. Анчах хунавĕсене кивĕ лаптăкран ан илĕр. Унсăрăн вĕсемпе чир-чĕр те куçма пултарать. Çĕнĕ вырăна çамрăк та вăйлă хунавсем лартмалла. Хăмла çырли хурăн çырлипе кÿршĕллĕ пулмалла мар. Вĕсен сăтăрçисем пĕрре.
Кĕркунне лартмалли лаптăка тĕплĕн хатĕрлемелле: лайăх кăпкалатмалла та минераллă удобренисем, çĕрĕк тăпри хывмалла, шăвармалла, хунавсене 30–40 см кĕскетсе лартмалла. Сортне те шута илмелле. Ир пулаканнисенчен «Журавлик», «Ранний сюрприз», вăтам тата каярах пулаканнисенчен «Самарская плотная», «Награда», «Гусар» сортсем лайăх.
В. МОРОЗОВ,
«Россельхозцентр» ФГУн Чăваш Республикинчи филиалĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи.