Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянхи тĕп тĕллев – янтăланă утăна упрасси

13 июля 2011 г.

Паянхи тĕп тĕллев – янтăланă утăна упрасси

Çумăрлă пулин те шăрăх çу кунĕсем тăни ял çынни умне хушма йывăрлăхсем кăларса тăратать. Ку йывăрлăхсем пушар хăрушлăхĕпе çыхăннă. Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе килти хушма хуçалăхсенче çитес хĕл валли выльăх апачĕ хатĕрлессипе ĕçсем анлă пыраççĕ. Ыранхи кун пирки шутлани лайăх-ха та, анчах çак тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕ пирки самантлăха та манмасан ыранхи кун татах та тулăхрах пуласси пирки те иккĕленÿ çук. Кунта вара пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнасси малти вырăна тухать. Çĕр ĕçченĕн çак ответлă тапхăрĕнче «хĕрлĕ автан» вăй илсе сиен кÿресрен кашнийĕнех асăрханмалла: хирте те, килте те.

Ут çи – халăх та, техника та ĕçе массăллă явăçнă тапхăр, ыранхи куна çиччĕ виçсе ĕçлемелли вăхăт. Кунта пушар хăрушсăрлăхĕ малти вырăнта пулмалли пирки калама та кирлĕ мар ĕнтĕ, анчах...

Районта ут çи çулленех пушар тухаслăхпа пуян пулнипе палăрса тăрать. Тимлĕхе самантлăха çухатни вуншар тонна типĕтсе янтăланă утă-улăма кĕл тăвать, хаклă та паха техникăна юрăхсăра кăларать. Çынсем самантлăха тимлĕхе çухатнипе пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче те, уйрăм çынсен килĕсенче те утă хранилищисемпе сарайĕсем, капанĕсем, ĕç тăвакан техника нумай çунса кĕлленет. Çакна шута илсе тата ял ĕçченĕн хальхи хĕрÿ ĕç çийĕ вут-кăвар алхаснипе ан тĕксĕмлентĕр тесе пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче çак ĕçсене кун йĕркине кĕртсе кая хăвармасăр пурнăçламалла:

1. Выльăх апачĕ хатĕрлекен тата упракан, ГСМ склачĕсене, машинăпа трактор паркĕсене, витаминлă курăк çăнăхĕ тунине тата упранине пушар хăрушсăрлăх тĕлĕшпе комиссипе пăхса тухмалла. Çав вырăнсенче шыв, пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсем, çыхăну, пушар çинчен сасă парса пĕлтермелли устройствăсем пулмалла.

2. Выльăх апачĕ хатĕрлеме хутшăнакан ял ĕçченĕсене, механизаторсемпе водительсене ятарлă журналта алă пустарсах ĕç çинчи пушар хăрушсăрлăхĕн правилисемпе паллаштармалла.

3. Утă капанĕсене е утă рулонĕсене электричество линийĕсенчен 15 метртан, çул хĕрринчен 20 метртан, çуртсенчен 50 метртан кая мар вырнаçтармалла.

4. Утă çине хутшăнакан техникăна пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсемпе тата хĕм сÿнтермелли устройствăсемпе тивĕçтермелле.

Хăрушсăрлăхшăн тăрăшса çак ансат правилăсене пурин те пурнăçламалла. Унпа пĕрлех çак хĕрÿ вăхăтра ведомствăлла пушар хурал ĕçченĕсен службине специалистсем тăратса вăйлатмалла. Пушар сÿнтерме пăхнă техникăна çителĕклĕ бензинпа, кирлĕ чухлĕ шывпа тытмалла, юсавсăр пушар машинисене ĕçе кĕртме тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла.

Пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса вăхăтра тата çителĕклĕ хатĕрленĕ выльăх апачĕ çитес хĕл кунĕсенче те производствăна хавшатмасăр тытса пыма пулăшĕ.

Пушар хăрушсăрлăхĕпе паян туса ирттернĕ ĕç çывхаракан вырмара та ытлашши пулмасса шанатăп.

А. ЕФИМОВ,

пушар надзор ĕç-хĕлĕн

районти уйрăмĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика