Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 50 пăру ырă малашлăх кĕтет?..

13 июля 2011 г.

50 пăру ырă малашлăх кĕтет?..

Питрав çитрĕ. Çĕр ĕçченĕн анисенче утă уйăхĕ вăй илнĕ вăхăт: ĕнер акара тимленĕ хресчен паян иртен пуçласа каçчен выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçре. Çапла пулмалла та, анчах юлашки кунсенчи çумăрлă çанталăк ял ĕçченне ку ĕçе çанă тавăрса кÿлĕнмешкĕн ниепле те ирĕк памарĕ. Лару-тăрăва пĕтĕмĕшле хак пама тата выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçри кăçалхи çĕнĕлĕхсемпе паллашма иртнĕ эрне кун, утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче, районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене тухрăмăр.

Паянхи лару-тăру пирки мĕн калама пулать-ха; Çитес хĕл валли хуçалăхсем ĕç планĕсемпе пăхнă чухлĕ выльăх апачĕ хатĕрлеме пултарĕç-ши;

Чапаев яч. хис., Чкалов яч. хис., Ильич яч. хис., «Ударник» хуçалăхсенче ума лартнă ыйтусене хăйсен малашлăхĕ çине епле пăхса татса пани яр уççăн курăнчĕ. Çĕнĕлĕхсене алла илни те, ĕç çине алă сулни те, «çÿлтен» килсе пулăшасса шанни те куç умĕнчен каймарĕç. Эпир çитнĕ пур хуçалăхра та выльăх апачĕ хатĕрлессипе ĕç вĕретчĕ пулсан, Отарккăри ĕне фермине кĕрсен пурнăç урапи чарăнса ларнăн туйăнчĕ.

Хуçалăхри ут çи пуçламăш утăмĕсем паян кунта йăлтах куç умĕнче. Эпир çитнĕ чух фермăри ÿкерчĕк çакăн пекчĕ. Çум курăкĕ пусса илнĕ территорире ăçта мĕнле сарай вырнаçнине тÿрех уйăрса илме те хĕн. Ĕлĕкрех ферма çывăхĕнче капанĕ-капанĕпе е рулонĕ-рулонĕпе утă выртни паянхи ÿкерчĕк витĕр юмах евĕр курăнать. Ау! Ăçта кунта утă! Кÿршĕ сарайĕнчи выçăпа аптăранă пăрусем пирĕн сасса илтсе пĕр харăс сасă панинчен ферма территорийĕнче утă çуккине ăнлантăмăр. Чăтаймарăмăр, сарай пуçĕнче лаша çуни çине çын ларса каймалăх пырса тăкнă утăна (вăл та нумай выртнипе саралса кайнăччĕ ĕнтĕ) алăпа çĕклесех пăрусене хурса патăмăр. Сарай пуçĕнче хушăра çÿрекен пăрусем макăрма чарăнчĕç, анчах инçетререх пÿлĕмсене хупнисем вара çакна курса тата хытăрах сас пама пуçларĕç... Вĕсене ăнланма пулать. Епле чăтăн-ха умра апат та, шыв та çук пулсан. Çак 50 пуç пăруран пурăна-киле мĕнле пахалăхлă ĕне-выльăх пулĕ; Каçарăр та пирĕн хурав çук.

Ĕне сарайĕпе иртетпĕр те алăкĕ яр уçă сĕт цехĕнчи çуса хунă «хуçасăр» сĕт бидонĕсемпе ĕне сумалли аппаратсем алăсене кĕçĕтнине çĕнсе хуçасăрлăхпа малалла паллашатпăр. Умри «çаппа çарамас» пушар хăрушсăрлăх щичĕ фермăра инкек-синкек пирки шутламанни тата унран асăрханманни пирки евитлерĕ. Хуçасăрлăх хуçисем хăйсем кунта килсе курайман пулĕ тесе васкасах лару-тăрупа паллаштарма тата пăрушкасем валли пулăшу ыйтма тесе хуçалăх кантурне çитрĕмĕр... Анчах... Ау! Кунта та пире пушă пÿлĕмсем кăна кĕтсе илчĕç...

Пурте утăра ĕнтĕ тесе пĕтĕмлетÿ туса кÿршĕ хуçалăха çул тытрăмăр.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайне оперативлă тăратнă кăтартусемпе вара Чапаев ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕ çав кун тĕлне 70 тонна (70 процент) утă хатĕрленĕччĕ. Анчах вăл пирĕн куç тĕлне пулмарĕ. Тен эпир япăх шырарăмăр-ши; Çапла пултăрччĕ çеç. Сенаж-силос траншейисенче вара çÿллĕ ÿссе кайнă çум курăкне çĕр çумне тайса çил вылятчĕ. Хăçанччен пырĕ çакнашкал ÿкерчĕк;!

Хуçалăх ертÿçи И. Захаров сĕт панăшăн Муркашри сĕт завочĕ маларах вăхăтра кооператив умĕнче çур миллион тенкĕне яхăн парăма кĕрсе кайни паянхи ĕçсене ура хурать тесе ăнлантарни ыранхи пирки шутламалла мар тенине пĕлтермест вĕт-ха;

Ыйтусем нумай – тивĕçлĕ хуравĕ çук. Кашни утăмра курăк кашласа ÿснĕ чухне ĕнесем талăкра 3–5 килограмм сĕт пани тата пăрусем апатшăн антăхса кайса макăрни йĕркеллĕ япала марах. Вулаканăм, тен эсĕ урăхла шутлатăн;

Т. АЛЕКСЕЕВА,

район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ;

О. ВОРОБЬЕВ,

выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕн çумĕ;

А. БЕЛОВ,

район хаçачĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика