Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Регистраци паллин стандартсене тивĕçтермелле

13 июля 2011 г.

Регистраци паллин стандартсене тивĕçтермелле

Водительсем çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăннине вĕсен машинисен регистраци палли патшалăх стандарчĕсем ыйтнине тивĕçтерни те кĕрет.

Патшалăх автоинспекци сотрудникĕсем хальхи вăхăтра фотофиксаци мелĕпе анлăн усă кураççĕ. Çак мелпе ĕçленĕ чухне вара хăш-пĕр транспортăн патшалăх регистраци паллине вулама-курма май çук. Апла пулсан вĕсене патшалăх стандарчĕсене пăхăнмасăр туни куç кĕрет. Е тата вĕсем – суя паллăсем çеç.

Сăмахран, иртнĕ çур çулта республика территорийĕнчи çулсем çинчи тĕрĕслевсем тата техосмотрсем вăхăтĕнче йĕркене çакăн пек майпа пăснă 1921 тĕслĕх тупса палăртнă. Çапла вара йĕркене пăснă пур водителе те административлă майпа явап тыттарнă. Йĕркене пăхăнманнисен ретĕнче – пирĕн районти 29 водитель те.

Çÿлерех асăннă цифра пĕчĕк марри хушма мерăсем йышăнма хистет. Çавăнпа та июлĕн 15-мĕшĕччен пирĕн районта та «Регистраци палли» ятпа ятарлă вунă кунлăх иртет.

Водительсене транспортăн курăнман-вуланман регистраци паллисене вăхăтра улăштармалли пирки аса илтеретпĕр. Çула тухас умĕн машинăн регистраци палли таса пулнине те шута илмелле.

Вунă кунлăх вăхăтĕнче инспекторсем йĕркене пăсса хатĕрленĕ регистраци паллисемпе усă куракансене, «Транзит» регистраци паллин вăйра тăракан тапхăрĕ вĕçленнисене тата урăхла майпа регистраци паллипе йĕркене пăсса усă курнине тупса палăртассипе тимлеççĕ.

С. Иванов,

районти шалти ĕçсен пайĕн çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика