Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăçсем тымарпах кăкланнă, пÿрт çивиттийĕсем – çĕр çинче

13 июля 2011 г.

Йывăçсем тымарпах кăкланнă, пÿрт çивиттийĕсем – çĕр çинче

Июлĕн 8-мĕшĕнче, 17 сехет тĕлĕнче, Ильинка ял тăрăхĕн территорийĕнче питĕ вăйлă çил-тăвăл çирĕм минута яхăн алхаснă. Ял тăрăхне кĕрекен вун çичĕ ялтан улттăшне пысăк сиен кÿнĕ: вăйлă çил пÿртсен тата хуçалăхсенчи ытти çуртсен çивиттийĕсене каштасемпе пĕрлех çĕр çине антарса лартнă, йывăçсем те тымарпах кăкланнă.

Телее, пĕр çыннăн та пурнăçĕ татăлман.

Хопкĕпер ялĕнчи лару-тăру уйрăмах йывăр: 24 хуçалăхра çивиттисене çил вĕçтерсе кайнă, пĕр пÿрте вара çĕнĕрен тума тивет. Кив Шоккăн ялĕнче йывăç ÿксе пĕр хуçалăхри мунчана пĕтĕмпех ватнă. Йывăçсем кăкланнипе пĕрлех вăйлă çил уйсенчи тырă-пулăна та çĕр çумне ÿкернĕ, улма-çырла йывăççисемпе тĕммисем те пĕтнĕпе пĕрех.

Электроэнергипе шыв парассине кĕске вăхăтрах йĕркене кĕртнĕ, урлă-пирлĕ выртакан йывăçсене вырăнти çынсем хăйсемех пуçтарса тирпейленĕ.

Хальхи вăхăтра çак вырăнта чрезвычайлă комисси ĕçлет. Малтанхи пĕтĕмлетÿпе 56 хуçалăха сиен кÿнине пĕлтереççĕ, тăкак 3800 пин тенкĕпе танлашать.

Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчен пĕлтернĕ тăрăх кунта та вăйлă çил хăйĕн йĕрне хăварнă. Çĕн Шоккăнра тата Туçи Олкашра йывăç тăррисем хуçăлса ÿкнĕ кăна мар, пÿрт тата ытти çуртсен çивиттийĕсем те сĕвĕннĕ. Пахча çимĕç йăранĕсене, улма-çырла йывăççисене те сиен кÿнĕ. Мăн Сĕнтĕрте электричество пралукĕсем татăлнă, хăшĕ-пĕрисен йăлара усă куракан техникăна та çĕнĕ илме тивĕ. Электроэнергипе тивĕçтерессине кунта та çийĕнчех йĕркене кĕртнĕ.

Муркаш ял тăрăхĕнче те вăйлă çил хăйĕн йĕрне хăварнă: Шаптак ялĕнчи подстанцие ĕçрен кăларнă. Халĕ ăна йĕркене кĕртмеллипе ĕçсем пыраççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика