Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 109 çемье сертификата тивĕçнĕ

13 июля 2011 г.

109 çемье сертификата тивĕçнĕ

Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина Шупашкарта, Пичет çуртĕнче, пресс-конференци ирттернĕ. Нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт, дача, килти хушма хуçалăхра хуралтă тума çĕр тÿлевсĕр парасси мĕнлерех пыни çинчен каласа панă.

– Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев кăçалхи пушăн 4-мĕшĕнче «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене пулăшу памалли мерăсем çинчен» Указа алă пусрĕ, – терĕ Светлана Александровна. – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем уйăрса парасси çинчен» саккун йышăнчĕ. Кашни муниципалитет ăна çине тăрсах пурнăçа кĕртет. Утă уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне лаптăк илес текенсен черетне 655 çемьене тăратнă. Шута илнисем хуласенче ытларах: Шупашкарта – 327, Çĕнĕ Шупашкарта – 58, Шупашкар районĕнче – 60 çемье.

Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев пурăнмалли çурт-йĕр тăвас ĕçе вăйлатас тĕллевпе кăçалхи çĕртме уйăхĕнче РФ Çĕр кодексне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккуна алă пуснă. Малашне патшалăх тата муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕре нумай ачаллă çемьесене çурт тума тÿлевсĕр, ăна лартассипе çыхăннă ыйтăва малтан органсемпе килĕштермесĕр, аукционра суту-илÿ йĕркелемесĕр параççĕ.

Республикăра йышлă ачаллă – 8665, тĕп хулара – 1457, Çĕнĕ Шупашкарта – 332 çемье.

Черете камсене тăратаççĕ-ха; Заявлени çырнă чухне 18 çул тултарман 3 тата ытларах ача çитĕнтерекен çемьесене. Ашшĕ-амăшĕн те, ачисен те Раççей Федерацийĕн гражданĕсем пулмалла, Чăваш Енре пурăнмалла. Черете тăма хăй тытăмлăх органне заявлени, паспорт, çурални çинчен калакан свидетельство, ытти хăш-пĕр документ кирлĕ.

«Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем уйăрса парасси çинчен» саккунра пурăнмалли çурт, дача, килти хушма хуçалăхра лупас е сарай тума чи пысăк лаптăк мĕн чухлĕ парассине уçăмлă палăртнă. Чи сахал миçе сотка лекессине асăнман. РФ Çĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн çакна регионсен кăтартмалла. Çавăнпа çывăх вăхăтра «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем уйăрса парасси çинчен» саккуна хушăмсем кĕртĕç.

Утăн 5-мĕшĕ тĕлне лаптăк илме ирĕк паракан 109 сертификат (çав шутра пурăнмалли çурт тума – 68, дача лартма – 1, килти хушма хуçалăхра хуралтă тума – 40) валеçнĕ. Мĕн пур лаптăк 12,5 га йышăнать. Хальлĕхе нумай мар. Заявлени çыракансем çывăх вăхăтра ытларах пуласса шанаççĕ.

Ю. Сергеев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика