Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Апат пахалăхĕ пысăк шайра пулĕ

13 июля 2011 г.

Апат пахалăхĕ пысăк шайра пулĕ

Çакнашкал пĕтĕмлетÿ турăмăр эпир Ильич яч. хис. пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн Уйкас Янасалти сĕт ферминче пулса курнă хыççăн. Эпир çитнĕ чух силос траншейи чĕрĕ массăпа тулнăччĕ ĕнтĕ. Саша Александров ДТ-75 тракторпа пĕр чарăнмасăр ешĕл массăна пусăрăнтарассипе ĕçлетчĕ. Пире курсан вăл «хурçă ута» йăпăртлăха чарса кабинăран тухрĕ. Ĕç кал-кал пынăран-тăр унăн питĕнче савăнăç кулли кăна.

Пурте яваплăха туйса ĕçлеççĕ те пĕр саманта та пушшăн ирттерес килмест. Авă ешĕл масса тиенĕ автомашинăсем пĕрин хыççăн тепри траншейăна кĕреççĕ. 10 минут чарăнса ларсанах трактор «утайми» пулать, – пирĕнпе калаçнă çĕртен васкаварлăн «хурçă ут» кабинине улăхнă май калаçрĕ тракторист.

Хирте курăк çулакан А. Васильевпа В. Егоров механизаторсем вара водительсене пĕр самант та канса ларма памаççĕ. Ю. Мадиков, Ю. Михайлов, И. Никитин, В. Ильин водительсем хăйсем умне лартнă тĕллевшĕн ответлăха туйса ĕçлеççĕ. Технологие пăхăнса вăй хунăран хуçалăхри выльăх апачĕн пахалăхĕ те лайăх пуласси пирки паян иккĕленÿ çук.

Хуçалăхра выльăх апачĕ янтăланипе пĕрлех ĕнесем валли симĕс конвейер та кал-кал ĕçлет. Пĕрлехи тăрăшулăх вара ĕç кăтартăвне çаврăнать. Паян хуçалăхри ĕнесем талăксерен вăтамран 16,8 килограмм сĕт антараççĕ. Сарайсенче тирпейлĕ. Ĕнесем валли ешĕл масса кĕртсе хунă.

А. БЕЛОВ,

район хаçачĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика