Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр çине ырă тума килетпĕр

14 мая 2011 г.

Çĕр çине ырă тума килетпĕр

«КУККУК» АМĂШСЕМПЕ ЧУРĂС ЧУНЛИСЕМ

Хăрах урине пĕр тĕрлĕ, тепĕр урине тепĕр тĕрлĕ пушмак тăхăннă кĕçĕн çулсенчи хĕр ача пире курса хăвăрт киле чупса кĕрсе кайрĕ. Вăл кĕнĕ çĕре кукашшĕ сĕтел çине апат антарса хунă ĕнтĕ.

– Пăхса ĕлкĕреймерĕм, урама тухса та кайнă, – тет арçын.

Сĕтел хушшинчи 4 ача, пĕри тепринчен пĕчĕкрех, ашпа макарон çиеççĕ.

– Шкултан тепĕр мăнук килмелле-ха, – тет кукашшĕ.

Чăннипех те шанчăклă алăра ачасем. Ку – пĕр енчен.

Тепĕр енчен вара кукашшĕн мар, хĕрĕсен хăйсен ачисене пăхмалла пулĕ, хĕрĕсен хăйсен ашшĕне пулăшмалла пек туйăнать. Вĕсем вара ачисене ашшĕпе пăрахса хăвараççĕ пулмалла ытларах чух.

– Пенси укçи çитсе пымасть, – хĕрĕсем çине тарăхнине пытармасть арçын хăй те.

Хальхинче икĕ хĕрĕ Чулхула облаçне ĕçлеме кайнă. Ашшĕ каланă тăрăх тепĕр хĕрĕн те ĕçлеме каймалла пулнă. Пулнă кăна çав. Ашшĕ килĕнчен тухсан вăл пĕрле пурăнакан арçын килĕнче пулнă хыççăн хурçă пек çирĕп кăмăллă çын та тарăхнипе «çурăлма» пултарать: çамрăк хĕрарăм савнă упăшкапа ăшă пÿртре ларать. Ачисене вара кукашшĕн пăхас пулать. Пире 3 хĕре çитĕнтернĕ, пирĕн 5 ачана та пăхма пултарать теççĕ-ши;

Ярославка ял тăрăхĕнче иртнĕ профилактика кунĕнче тĕл пулнă ÿкерчĕк ку. Çак хĕрарăм ачисене мĕншĕн ача садне ямастăн тесе ыйтсан çĕр улми лартсан яратăп терĕ. Районти опека органĕнче ĕçлекенсем каланă тăрăх ку вăхăта вăл пĕрмаях куçарса тăрать иккен. Ак мĕнле «çунать» вăл ачисемшĕн.

Тепĕр çемьере вара ашшĕпе амăшĕ уйрăм пурăнаççĕ. Асламăшĕпе пурăнакан кĕçĕн класра вĕренекен арçын ача ашшĕ патне туртăнать. Анчах та ашшĕ хăй çакна тивĕçлипе ăнланни туйăнмасть. Асламăшĕ каланă тăрăх ача ашшĕ патне кайса çÿренĕ хыççăн итлеми пулни палăрать. Кĕсьерен пирус тĕпне тупни те тĕл пулкалать.

Виççĕмĕш çемьере те ашшĕпе амăшĕ хушшинчи хутшăну йĕркеллĕ пек туйăнмасть. Килте шăкăл-шăкăл пурăнсан кĕçĕн класри арçын ача шкула çĕçĕ чиксе кайман пулĕччĕ, амăшĕ те çакна сисмесĕр юлман пулĕччĕ. Ниçта та ĕçлемен хĕрарăмăн килте пуçтарма кăмăл пулманни те çакăн çинчен каламасть-ши;

Тепĕр çемьере те ачасем телейлĕ ÿсеççĕ теме чĕлхе çаврăнмасть. Амăшĕ чире пула килте ĕçлеймест. Упăшки вара çемьери пĕтĕм ĕç-пуçа хăй çине илес вырăнне кăнтăр кунĕнче ÿсĕр çывăрать. 8 класс хĕр ачин вара шкултан таврăнсан хăйне валли хăйĕнех апат пĕçермелле, кил-çурта пуçтармалла.

ЧУН ĂШШИ

СИВĔНМЕН-ХА

Профилактика кунĕнче пĕтĕмпе 23 çемьере пултăмăр. Пуринче те япăх лару-тăру тесе калас килмест. Тÿрленнисем те пур.

–Уявсенче кам сыпмасть пуль, – текен хĕрарăмсем те пур.

Праçникĕсем тăсăлса кăна ан кайччăр вĕсен.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Я. Кожевников каланă тăрăх пĕтĕмпе 21 ăнăçсăр çемье учетра тăрать кунта. Çавăн пекех çемьере харкашу кăларакансем тепĕр 10-ăн. Вĕсене куçран вĕçертмеççĕ. Çакăн усси те пур. Милицин участокри уполномоченнăйĕ Н.Е. Кудряшов каланă тăрăх пĕлтĕр Ярославка ял тăрăхĕнче йăлари преступленисем пĕрре те пулман, çавăн пекех йывăр преступленисем те.

Профилактика кунĕнче вара право йĕркине административлă майпа пăснă фактсемпе пурĕ 27 протокол çырчĕç. Профилактика кунне хутшăнакансем социаллă объектсене, уйрăм çынсен çурчĕсене хăрушсăрлăх правилисене мĕнле пăхăннине тĕрĕслерĕç. Учетра тăракансем, сунарçăсем патĕнче пулчĕç. Водительсем çул-йĕр правилисене епле пăхăннине тĕрĕслерĕç. Милици ĕçченĕсем çавăн пекех аслă классенче вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç, ашшĕ-амăшĕсен пухăвне те хутшăнчĕç.

Профилактика кунне пĕтĕмлетнĕ май малтан судпа айăпланнă çамрăка пăхса тухрĕç. Вăл малтан тунă йăнăша ăнланни, çакăншăн ÿкĕнни çинчен пĕлтерчĕ.

Эрех тени ватти-çамрăккине те пĕр пек тыткалать çав. Пуçа унпа минретнĕ хыççăн килте çил-тăвăл кăларни паттăрла ĕç вырăнĕнче-ши; Халăхпа пăхса тухнă чухне çакнашкал тепĕр çамрăк хăй тĕрĕс мар тунине ăнланнине палăртрĕ. Çартан çын пулса таврăнма шантарчĕ.

Ку тăрăхри «Фаворит» чикĕллĕ яваплăхлă общество ертÿçи С.В. Григорьев предприятие сарма кăмăл пурри çинчен, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тупăнасси çинчен пĕлтерчĕ. Унччен вара эрехпе туслисене кодировкăна илсе кайса сиплесе ĕçе вырнаçтарма кăмăл пуррине палăртрĕ. Хальлĕхе вара вăл пурлăх тĕлĕшĕнчен йывăр лару-тăрури пĕр çемьене ачасем валли компьютер парнелеме хирĕç маррине каларĕ. Сăмах май, ку çемье пуçлăхĕ шăпах «Фаворитра» ĕçлет.

– Йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çемьесенчен пăрăнса иртес марччĕ, пулăшу ыйтса пăхакан ача куçĕнчен тÿррĕн пăхма именес марччĕ, ăна пулăшусăр хăварас марччĕ, – терĕ профилактика кунне пĕтĕмлетнĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, пай пуçлăхĕ Л.Ю. Тарасова.

Л. ТУКТИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика