Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн ĕç опычĕ пуян

14 мая 2011 г.

Унăн ĕç опычĕ пуян

Хамăр çумри ырă çынсем пирки хăпартлансах калаçас килет. Вера Федоровна Ильина мĕн ачаранпах пĕлÿ тĕнчине, ĕç çумне туртăннă тата ответлăха туйма вĕреннĕ. Çак ырă пахалăхсем ĕмĕр тăршшĕпех ăна пулăшса пынă.

– Çемьере эпир 12 ача пулнă. Атте Калайкасси шкулĕнче директор пулса вăй хуратчĕ, пиртен вара çирĕп ыйтатчĕ. Тен çавăнпах та-ши урока вăхăтра тăвасси, ытти ĕçе тĕрĕс-тĕкел пурнăçласси яланхи йăлара пулнă. Вĕрентекен ĕçне эпĕ яланах хисепленĕ. Çавăнпах та пулĕ аслисен çулĕпе кайма шутларăм, аслă пĕлÿ илме ĕмĕтлен-тĕм, – тесе аса илет Вера Федоровна иртнĕ çулсене.

Вĕренĕве ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн çамрăк специалиста Ильинка шкулĕнче ĕçлеме сĕнеççĕ, математикăна вĕрентме тата 9-мĕш класс ачисен ертÿçи пулма шанаççĕ.

– Ку ĕçе пуçăнассине пĕлсен вара кăштах шиклентĕм те. Класри хăш-пĕр ача манран та çÿллĕччĕ. Вĕсен тăрăшулăхĕ, пултарулăхĕ манăн шикленĕве сирчĕ. Йывăр ачасемпе вара уйрăм та ĕçлеме тиветчĕ. Хамăн профессие кăмăлланăран, аслă çулхи ĕçтешсем пек пулас тенĕрен кунран-кун эпĕ ĕç опытне пуянлатса пытăм, – терĕ хисепе тивĕç вĕрентекен.

Ĕçтешĕсем çамрăк вĕрентÿçĕне пултарулăхне кура хăйсен йышне хапăл туса йышăнаççĕ. Вера Федоровна, математика учителĕ, ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăвать, тĕрлĕ хушма тивĕçе пурнăçлать. 1999 çултанпа вара директор пулса тăрăшать. Унăн педагогикăри ĕç стажĕ 40 çултан та иртнĕ. Вĕсен чылай тăванĕ, вăл шутра мăшăрĕ те, хăйсен ĕç ĕмĕрне учитель профессийĕпе çыхăнтарнă. Тăван ачисене те аслă пĕлÿ парса ура çине тăратнă.

Ĕçне кура хисепĕ теççĕ халăхра. 1989 çулта вăл «Отличник народного просвещения РФ», 2004 çулта «Заслуженный работник общего образования ЧР» ятсене, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тата ытти шайри ырă ята чылай тивĕçнĕ.

Пултаруллă та маттур вĕрентекене эпир пурте, унăн пĕлĕшĕсем, сумлă уяв, çуралнă кунĕ ячĕпе чунтан тухакан ăшă сăмахсемпе саламлатпăр, тĕнчери мĕн пур ыррине кăна сунатпăр. Ĕмĕтленнине вăя кĕртме малашне татах та ытларах вăй-хал, çирĕп сывлăх сунатпăр. Тус-тăвансем, ĕçтешсем пурнăçра ялан тĕкĕ пулччăр. Эсир утас çулăр вара ялан анлă та такăр пултăр.

Валя ПИКУСОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика