07 мая 2011 г.
Помидор куçаратпăр
Помидор калчине урамри çанталăка хăнăхтармалли вăхăт. Çакна валли çу уйăхĕн ăшă кунĕсенче помидор калчине малтан темиçе минутлăха, кайран ытларах та хĕвел ăшшине кăлармалла. Вĕсене теплицăсене е парниксене куçарса лартма тăпрари температура 15 градус ăшă пулмалла. Тепĕр чух калчана йăрансем çинче пластик кĕленчесемпе витнине те асăрхама пулать. Хамăн опытра эпĕ юлашкинчен калани хаклă теплицăсенчен нимĕнпе те кая юлманнине асăрхарăм. Сивĕсем пулас пулсан кун пек чух пластик кĕленчесене пысăкраххипе витетĕп. Сивĕ вăйлăрах пуласси куç кĕрет пулсан çиелтен шăналăкпа картлани те ытлашши пулмасть.
Ан манăр, сивĕ каçсем хыççăн ирлесех 40 градуса çити ăшăтнă шывпа шăварни вырăнлă. Кун пек тусан сивĕ каçсем хыççăн ăшша юратакан помидор калчин тымарĕсем лайăх аталанма пуçлаççĕ.
В. ДАДЫКИН, ученăй агроном.