Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йыш хушасса кĕтетпĕр

07 мая 2011 г.

Йыш хушасса кĕтетпĕр

Эпĕ нумаях пулмасть кролик туянтăм, анчах та ăна мĕнле ĕрчетмеллине пĕлместĕп. Çавăнпа та хаçат вулакансен сĕнĕвĕсемпе паллашас килет.

Н. СЕМЕНОВ.

Катькас ял тăрăхĕ.

Халĕ шăпах кролика пĕтĕлентерсе йыш хушмалли вăхăт. Симĕс курăк татас тапхăр тĕлне кролик çурисем аталанаççĕ, амăшĕпе пĕрле тĕрлĕ витаминпа пуян ешĕл апат çиме хăнăхаççĕ.

Кролик амине пĕтĕлентерес умĕн ытлашши самăртма кирлĕ мар, унсăрăн çăвăр илес пахалăхĕ чакать. Аçана вара çак тапхăрччен апат ытларах çитерме те юрать. Тĕрĕс-тĕкел аталаннă амана пĕтĕленме вăхăт нумай та кирлĕ мар. Кролик ĕрчетекенĕн çырса пыма ятарлă журнал пулмалла. Журнал çине пĕтĕленнĕ куна çырма ан манăр. Пĕтĕленнине тĕрĕслеме тепĕр эрнерен ама читлĕхне аçа кĕртсе ярăр, анчах та нумай вăхăтлăх мар. 16 – 20 кунран ама хырăмне ерипен тытса пăхăр, сирĕн алла пĕчĕк муклашкасем лекеççĕ. Анчах та çакна пурте пĕлеймеççĕ. Пĕтĕленнĕ ама апат ытларах çиме пуçлать. Виçĕ эрне çитсен ама читлĕх урайне чăрмалама пуçлать, çапла майпа вăл çÿп-çапа тасатать, йăва çавăрма вырăн хатĕрлет. Ăна валли çăварĕпе утă, улăм пуçтарать, хăй кĕлетки çинчен мамăк татса хатĕрлет. Кролик пĕр уйăхран йыш хушать.

З. МАКАРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика