Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерĕве тылра çывхартнă

07 мая 2011 г.

Çĕнтерĕве тылра çывхартнă

Ĕçлĕ Хĕрлĕ ялав орденĕн кавалерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ Римма Михайловна Петрова 80 çул тултарнине пĕлсен юбиляр патне килнех çитсе килме шутларăм.

... Районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцири профсоюз комитечĕн председателĕпе А. Толикинăпа Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи Катăкуй ял хĕрринчи кил хапхи патне çитсенех пысăк йытă хулăн сас пачĕ. Йĕркеллĕ хуçан йытти те тулли праваллă çемье членĕ тесе калаçса тăнă хушăра пачалăк умне çулĕсем пуррине пăхмасăрах пурнăç илемне çухатман арçын тухрĕ. Ку вăл – çемье пуçĕ Алексей Петрович Петров.

ОРДЕНÇĂСЕМ

– Мăшăрăм тĕпел кукринче ытларах ĕç тутăр-ха тесе сарайĕнче тăракан сурăхсене апат пама тухрăм. Чăххисене те пăхмалла. Акă тата хăнисене те кĕтсе илмелле пулчĕ, – терĕ пире пÿртелле иртме чĕнсе районăн хисеплĕ гражданинĕ. Çак пысăк чыса А. Петров ыт ахальтен тивĕçмен. Октябрь революцийĕн, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Халăхсен туслăхĕн орденĕсен, «Хисеп Палли» орден кавалерĕ Мичурин яч. хис. хуçалăха, Муркаш райповне нумай çул ăнăçлă ертсе пынă. «Эпир-çке вăрçă ачисем. Аттесемпе пиччесем фронтра юн тăкнă чух тылри пĕтĕм йывăрлăх хĕрарăмсемпе пĕрле 10-15 çулсенчи ачасем çине тиенчĕ. Яваплăха çамрăклах туйма вĕреннипе нихăш ĕçе те ячĕшĕн тума хăнăхман», – пуплерĕ курткина хывса çакнă май Алексей Петрович.

Эпир пÿрте кĕнĕ чух кил хуçи арăмĕ Римма Михайловна кăмака умĕнчен уйрăлманччĕ-ха.

– Вăрçă çулĕсенче иртнĕ ачалăхра тата Тăван çĕр-шыва юхăнчăкран ура çине тăратнă яшлăхра хам 80 çул тултарăп тесе шутламан та. Ун пирки калаçма тĕрĕссипе пирĕн вăхăчĕ те пулман. Халĕ вара çак сумлă юбилее те паллă тăвас кăмăл пур, – терĕ пулăшма килнĕ тăванне кăмака умĕнче хăварса пирĕн патăмăра тухнă орденçă-ветеринар.

Красноармейски районне кĕрекен Алманч салинче 5 ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ (1931 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕ) Римма, хаяр вăрçă çулĕсенчи воспитанипе-ши, хăйĕн пурнăçне сывлăх хуралçин ĕçĕпе çыхăнтарасшăн пулнă. Эпир шутлатпăр пулсан та шăпамăр пурнăçа улшăнусем кĕртетех çав. Шкул пĕтернĕ хĕр медицина училищине вĕренме кĕрсен те шăпа тени ăна Вăрнарти ял хуçалăх техникумне ветеринари уйрăмне илсе çитерет.

ЯЛТАН ЯЛА – ЛАШАПА

– Выльăх тухтăрĕ те сывлăх хуралçи тесе шутлатăп. 1948 çулта Шетмĕпуç ял тăрăхне килсе ĕçе вырнаçсан çакна яр уççăн ăнланса илтĕм. Темĕн тĕрлĕ чир пурччĕ выльăхсен. Ветеринари участокне 6 пĕчĕк колхозпа 22 ял кĕретчĕ. Мирлĕ сывлăшпа сывласа янă ял çыннисем выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк ытларах усрама тăрăшатчĕç. Анчах колхозсенче зоотехник-ветеринар пулманран выльăх сывлăхне пăхса тăрасси йăлтах пирĕн çине тиенетчĕ. Ялтан яла лаша утланса та, урапа-çунапа та çÿреттĕм. Выльăхсен кукша чирĕ тăнран яратчĕ. Мĕн кăна тумарăмăр пулĕ унпа кĕрешсе; Вакцина тухсан çеç парăнтартăмăр ăна, – аса илчĕ вăрçă хыççăн ял хуçалăхне ура çине тăратма йывăр пулнине Р. Петрова.

Вăл каласа панинчен вăрçă хыççăнхи çулсенче выльăх йышĕ пысăкланнăран вĕсене тăратма вырăнĕ те хĕсĕкрех пулнă фермăсем ума тухрĕç. Ĕнесем начар пулнăран пăрулассипе аптăранă тĕслĕхсенче ял çыннисем Римма Михайловнăна мунча кĕнĕ çĕртен хĕл кунĕнчех уй урлă чĕнсе кайни паянхи çамрăксемшĕн тĕлĕк евĕр кăна. Анчах çавăн пек вăхăтсем пулнă...

Ял çыннисен сывлăхĕпе пурнăçне ырă енне улăштарассишĕн тимленĕ ветеринар килте те выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк сахал мар тытнă. Кил хуçалăхĕ ял хĕрринче тата юхан шывпа юнашар пулнăран Петровсем хур-кăвакал, чăх-чĕп усрассипе пĕрре те алă усса ларман. 40 хур, 50-60 кăвакал усрани те пулнă вĕсен хăйсен хуçалăхĕнче. «Хамăр тĕслĕхпе эпир çынсене хур-кăвакала мĕнле пăхмаллине вĕрентеттĕмĕр. Кун пек чухне çеç вĕсенчен тĕплĕнрех ыйтма пулать, – тет паян юбилее хатĕрленекен ĕç ветеранĕ. – Йывăр çулсенче пуçăннă ĕçе паян та пăрахмастпăр. Пысăк выльăхсемех усрамастпăр пулин те килти хушма хуçалăхра сурăхсем, чăх-чĕп тытатпăр. Пахчари пуянлăхпа пĕрлех çу кунĕсенче 60 сотка çĕр çинчи утăна çулса пуçтаратпăр. Вăй çитнĕ таран ĕçлетпĕр. Анкартинче çĕр улми те, кишĕрĕ-суханĕ те, купăстипе хăярĕ те çителĕклех. Ĕçлесен пулать».

Хăй вăхăтĕнче хĕвелтен иртерех колхоз фермине çитме вăй тупнă ветеринарăн ялта кĕмен кил юлман та пулĕ. Пĕр киле çулталăкне 2-3-4 кĕни те хăй ĕçне ветеринарипе çыхăнтарнă хĕрарăмшăн кун йĕркинчи ĕçлĕ çул çеç пулнă. Ывăнман вăл уншăн. Ĕç пăрахмасăрах вĕсем Алексей Петровичпа (сăн ÿкерчĕкре) Ларисăна çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паян икĕ мăнукĕн çемйине вĕсем ватлăхри телей тесе йышăнаççĕ.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика