Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çĕр те, пĕлĕт те çунатчĕ»

07 мая 2011 г.

«Çĕр те, пĕлĕт те çунатчĕ»

«Муркаш ял тăрăхĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă 6 ветеран пурăнать. Вĕсен шутĕнче нумаях пулмасть пирĕн ял тăрăхне пурăнма куçса килнĕ Николай Алексеевич Стрельцов та», – каласа парать ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Никитин. Иртнĕ кунсенче ветеран патне çитсе курса калаçма май пулчĕ.

Рязань облаçĕнче пурăннă Николай Алексеевич Шаптак ялĕнче кăçал хĕлле пурăнма тытăннă. «Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса ялта пурăнма майсем шырарăм. Шупашкарти ывăл пулăшрĕ. Халĕ акă Муркаш тăрăхĕнче пурăнма тытăнтăм. Килĕшет кунта», – пĕлтерчĕ вăл.

Çÿллĕ те кĕрнеклĕ арçын хаяр вăрçă çулĕсене лайăх астăвать. Астумасăр: танкра çунса хура ÿтпе туртăннă ури вăрçа манса кайма ăçтан парĕ ĕнтĕ; Николай Алексеевича 17 çултах çара илнĕ – 1942 çулхи ноябрь уйăхĕнче. Тепĕр çулхине ăна Курск пĕкки «кĕтсе илет».

«Пирĕнтен, пулеметчиксенчен, тракторпа кайма пĕлекеннисене суйласа танксем çине лартрĕç. Тăшманăн хĕç-пăшалĕ те вăйлăччĕ, салтакĕсем те вĕреннисем пулнă. Пирĕн вара салтаксене вĕрентме мар, вĕреннĕ командирсем те сахал пулнă вĕт. Пирĕн гранатометсем танксене витĕр çунтарни хытă пулăшатчĕ тата тыл вăйлă пулни. Эпир çак енпе фашистсенчен вăйлăрах пулнă», – каласа парать ветеран манăçми самантсем çинчен.

Июль уйăхĕнче Прохоровка сали патĕнче хаяр çапăçусем пулса иртнĕ. Шăпах çавăнта Николай Алексеевичăн танкне снаряд лекет, танк çунма тытăнать, салтака снаряд ванчăкĕ тивет. Контузи пулнăран вăл танк ăшĕнчен тухаймасть, ури те çакланса ларать...

«Хыççăн мĕн пулнине хам астумастăп. Танк ăшĕнчен мана санитаркăпа радистка кăларнă. Брезентпа хамăрăннисем патне туртса çитернине, госпитале леçнине кайран вĕсем каласа пачĕç. Хăрушă пулнă: çĕр те çунатчĕ, пĕлĕт те çунатчĕ», – çав вăхăта куç умне кăларса Николай Алексеевич пĕр хушă шăпланчĕ. Куçĕ шывланчĕ.

Вырăс салтакĕн чылай хушă госпитальте сипленме тивет. Унтан тухнă тĕле вара çарта шăпах 1925–1926 çулсенче çуралнисене çар училищисенче вĕрентессипе тимлеме пуçлаççĕ. Николай Алексеевич та курсантсен ретне тăрать: Аслă Çĕнтерÿ пирки çар мотоциклет училищинче ăсталăха туптанă чухне пĕлет.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика