07 мая 2011 г.
Вăрçă хирĕнче те, мирлĕ ĕçре те
Çапла, вăрçă тени çухатусемсĕр, терт-асапсăр, тăварлă куççульсĕр пулмасть. Аслă Отечественнăй вăрçă кÿнĕ сурансем, унтанпа 66 çул иртрĕ пулин те, тÿрленеймеççĕ. Ытла та хакла ларчĕ вăл пирĕн халăхшăн. Çĕршер те пиншер çемьере хăйсен мăшăрĕсене, ашшĕсене, пиччĕшсемпе шăллĕсене, ачисене вăрçă хирĕнчен таврăнасса кĕтсе илеймерĕç.
Акă Йÿçкасси ял тăрăхĕн территорийĕнчи ялсенчен 746 çынна фронта ăсатнă. Вĕсенчен 448 салтака тăван киле таврăнма шăпа пÿрмен. Епле пысăк хуйхă.
Тури Панкли ялĕнче 1924 çулта çуралса ÿснĕ Павел Кузьмич Кузьминăн та пурнăç çулĕ çак хăрушă вăрçăпах çыхăннă. Панкли шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн вăл Çĕмĕрле районĕнче ФЗО шкулне вĕренсе пĕтернĕ. 1942 çулхи август уйăхĕнче ăна çар ретне илнĕ.
Павел Кузьмич иккĕмĕш Украина фронтне лекет. Кунта вăл минометчик пулса çапăçать. Турри сыхланă пулĕ çав ăна. Тăшманпа пынă хаяр çапăçусенче икĕ хутчен аманать пулин те чĕрех юлать. Иккĕмĕш ушкăн инваличĕ пулса тăван яла таврăнать.
Фронтовик киле таврăнсан та инвалид тесе алă усса ларма шутламасть, пĕрлешÿллĕ хуçалăхра ĕçе кÿлĕнет. Малтанхи вăхăтра ăна уй-хир бригадине ертсе пыма шанаççĕ. Чун туртнипе, вăхăт ыйтнипе шанса панă ĕçе ответлăха туйса пурнăçлама тăрăшать.
Пурнăç тăршшĕпе ытти ĕçсенче те тăрăшма тивет унăн. Хуçалăхри ферма коллективне те ертсе пырать, рабочи те, платник пулса та, тимĕрçĕре те чылай çул вăй хурать.
– 66 çул ĕнтĕ мирлĕ тÿпе айĕнче пурăнатпăр. Çакăнтан пахи, пĕлтерĕшли мĕн пултăр. Ирĕклĕн ĕçлеме, савăнса пурăнма май пур. Эпир вăрçă вутне кĕнĕ чухне кун пирки ĕмĕтленме пултарнă кăна, – савăнăç куççульне пытараймасть 87 çулхи фронтовик ветеран.
В. ШАПОШНИКОВ.