Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Палăксене тимлĕхсĕр хăвармарăмăр

07 мая 2011 г.

Палăксене тимлĕхсĕр хăвармарăмăр

Ырă ĕçсен эрнинче Муркашри вăтам шкулта пурнăç вĕресе кăна тăчĕ. Директор çумĕ Е. Ефанова, О. Минаева тата Э. Яковлева вожатăйсен пуçарулăхĕпе çак эрне валли ятарлă ĕç планĕ хатĕрлерĕç шкулта, ăна пăхăнса пычĕç.

Эрне пуçламăшĕнчех 5 «в» тата 8 «в» классем ырăлăх пирки калаçрĕç. Саккăрмĕшсем тест урлă çак туйăм хăйсенче мĕнле шайра пулнине те пĕлчĕç.

Тимуровецсен отрячĕсем чылай ватă çын патне çитсе пулăшу пачĕç. Акă «Туслă» отряд Хорнуйĕнчи Л.Ф. Николаевăна кил картишĕнче юр ывăтса пулăшрĕ. Ачасем тислĕк те тасатса пачĕç, тĕп сакайĕнчен çĕр улми те кăларса хучĕç. Çурлатри ялĕнче пурăнакан В.В. Тодинова патне те çитрĕç ачасем. Унта вара хуçалăхри ĕçсене туса пулăшнă май пÿртри сĕтел-пукана та юсаса хăварчĕç. «Туслă» отряд ачисемех – А. Харьков, А. Димитриев, С. Иванова, Е. Гордеева, Я. Николаева, К. Охотникова тата М. Грачева – Хорнуй ялĕнчи палăк территорине те тирпейлерĕç.

6 «в» класра вĕренекенсем вара Шаптак ялĕнче пурăнакан А.Г. Казаков патĕнче пулчĕç. Вĕсем те ветерана пулăшу пачĕç. Педагогика ĕçĕн ветеранĕпе В.Ф. Максимовăпа 6 «а» класс вĕренекенĕсем тĕл пулса ăна пÿртре тирпейлеме пулăшрĕç.

Ырă ĕçсен эрнинче эпир шкул тата ун çумĕнчи территорие çÿп-çапран тасатса тирпей-илем кĕртессипе тăрăшрăмăр кăна мар, Çĕнтерÿ кунĕн уявне ирттерме те хатĕрлентĕмĕр. Ачасем Тойкилтĕре Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă монумент тавра та, Кашмашри палăк патĕнче те тирпейлерĕç. Мăн Токшик ялĕнчи палăк тавра çÿп-çап пуçтарассипе те Муркаш шкулĕнче вĕренекенсем тăрăшрĕç. Пирĕн шкул ачисем тăрăшнипе халĕ Çатракассинчи палăк патĕнче те тирпейлĕ.

Ырă ĕçсен эрнинче «Путене» тата «Солнышко» ача сачĕсене те çитрĕç пирĕн вĕренекенсем. Шăпăрлансемпе вăйă сехечĕсем ирттерчĕç, кĕнеке тĕнчипе паллаштарчĕç.

Кайăксене те пулăшма манмарĕç ачасем: шăнкăрчсем валли вĕлле чылай хатĕрлесе çакрĕç. Уйрăмах пуçламăш классенче вĕренекенсем хастар пулчĕç.

Ачасемпе учительсем пурнăçланă пур ырă ĕçе асăнса пĕтереес те çук. Ырă ĕçсем тума, уйрăмах ватă çынсене пулăшма вара ятарлă эрнере кăна мар, ытти кунсенче те манас марччĕ.

Е. ВАРЛАМОВА,

8 «в» класс ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика