07 мая 2011 г.
Çĕнĕ технологисемпе усă курса
Майăн 3-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ О.В. Макаров тата унăн çумĕ – республика ял хуçалăх министрĕ С.В. Павлов пирĕн районта пулнă, район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ю.А. Ивановпа пĕрле «Сеспель» предприятие çитсе курнă. «Сеспель» ЗАО генеральнăй директорĕ В.А. Бакшаев тата предприятин тĕп инженерĕ В.А. Бирюков хăнасене хăйсем хатĕрлекен продукципе, ĕç условийĕсемпе паллаштарнă.
«Сеспель» – çăмăл мар условисенче те тăнăç аталанса пыракан предприяти. Ю.А. Иванов палăртнă тăрăх районĕпе кăçалхи пĕрремĕш кварталта 385,7 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Ку кăтарту иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 1,9 хут пысăкрах. «Сеспельте» кăна продукци туса кăларасси 3,5 хут ÿснĕ, пĕтĕмпе 267,7 миллион тенкĕпе танлашнă.
Кунта туса кăларакан автомашинăсен цистерна çурма прицепĕсене республикăри кăна мар, ытти регионсенчи предприятисем те туянаççĕ.
Республика Министрсен Кабинечĕн Председателĕ О.В. Макаров тĕрлĕ сĕнÿсем панă, вăл шутра «Промтрактор» уçă акционер обществи валли чукун çул платформисен цистернисене хатĕрлессипе, «Ренова» компанийĕсемпе ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелессипе те.
Хамăр инф.