Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экзамен тытма – Етĕрнене тата Шупашкара

25 мая 2011 г.

Экзамен тытма – Етĕрнене тата Шупашкара

Майăн 27-мĕшĕнче вун пĕрмĕшсем пĕрремĕш пĕрлехи патшалăх экзаменне тытаççĕ: информатика, биологи тата литература предмечĕсемпе. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх çак экзаменсене тытакансен Етĕрне хулинчи 3 " пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула каймалла пулать.

Июнĕн 3-мĕшĕнче экзамен ют çĕр-шыв чĕлхисемпе иртет. Ку предмета суйласа илнисен Шупашкарти 1 " гимназие çитмелле пулать. Çак кунах Шупашкарти 56 " пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта химипе пĕрлехи патшалăх экзаменĕ иртет.

Географипе обществознани предмечĕсемпе экзаменсем Муркашрах иртеççĕ. Вĕсем – июнĕн 10-мĕшĕнче.

Июнĕн 14-мĕшĕнче историпе физика предмечĕсемпе экзамен тытакансен Етĕрне хулинчи 3 " пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула каймалла пулĕ.

Аса илтеретпĕр, экзаменсем пурте 10 сехетре пуçланаççĕ. Вĕсем мĕн вăхăта тăсăласси предметран килет.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика