Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хулăн пыршă ракĕ

25 мая 2011 г.

Хулăн пыршă ракĕ

Юлашки вăхăтра шыçă чирĕсемпе чирлекенсен хисепĕ ÿссе пыни питĕ пăшăрхантарать. Вĕсен шутĕнче хулăн пыршă ракĕпе чирлисем те. Çак чиртен мĕнле тата ытларах камсен асăрханмалла-ха? Паянхи рубрика хăни – районти тĕп больницăри Н.А. КОЖЕВНИКОВ онколог врач. Унăн сĕнĕвĕсем кашниншĕнех вырăнлă пуласса шанатпăр.

– Раççейре çулсеренех хулăн (тÿрĕ, сигма евĕрлĕ, кăшăллă) пыршă ракĕпе чирлесси ÿссе пырать. Пирĕн республикăра 2008 çулта ракпа чирлекенсене тупса палăртнисен 11,1 проценчĕн шăпах çакăн йышши чир пулнă. Районта вара 2008 çулта кун пек 7 тĕслĕх, 2009 çулта 5 тĕслĕх, 2010 çулта 9 тĕслĕх тупса палăртнă.

Тата акă мĕн каласа хăвармалла. Хулăн пыршă ракĕпе чирлекенсем вилесси те Раççейре ÿссех пырать.

Ăсчахсем тупса палăртнă тăрăх хулăн пыршă ракĕпе чирлесси мĕнле апатланнинчен (ытларах чĕр чун çăвĕсем, белок, сахăр пулсан), куллен хускану сахал тунинчен, ытлашши самăрланнинчен те килет. 50 çултан аслăраххисен чирлес хăрушлăхĕ пысăкрах. Вар хытни (запор) вăрах вăхăт хушши пулсан, вăраха кайнă пыршăлăх чирĕсем тата сиенлĕ йăласем (эрех-сăра ĕçнипе пирус туртни) пурри те чире пуçаракан сăлтавсем шутланаççĕ.

Çак чире асăрхаттарассинче диспансеризаци, шыçă чирĕсем умĕнхи чирсемпе (пыршăлăх чирĕсемпе) аптăракансене сиплесси, вĕсене пăхса тăрасси пысăк вырăн йышăнать. Хулăн пыршă ракне сипленин усси ăна хăçан тупса палăртнинчен нумай килет.

2010 çултанпа Муркашри тĕп больницăра та тĕп врач В.Г. Данилов пуçарăвĕпе тата республикăри онкологи диспансерĕ пулăшса пынипе хулăн пыршă ракне малтанхи тапхăртах тупса палăртассипе вăйлăрах ĕçлеме тытăнтăмăр. Районта çак чире тупса палăртма ыйтăм мелĕпе те ĕçлетпĕр. Çынсене ятарлă анкета салатса панă. Вĕсем тĕрлĕ ыйтăва хуравлаççĕ: каяшпа пĕрле юн тухать-и, каяш тĕсĕ хура мар-и, пĕр уйăх е ытларах та тăсăлакан варвитти лаймакаллă тухмасть-и тата ытти те.

Ыйтура каланине çирĕплетсе хуравланисене районти больницăн эндоскопи тишкерĕвне (ФКС) тума яратпăр. Тишкерĕве ирттерме хальхи вăхăт ыйтнине тивĕçтерекен икĕ колоноскоп пур. Фиброколоноскопи тишкерĕвне аслă категориллĕ икĕ врач ирттерет: эндоскопист врач С.В. Овчинников тата республика онкодиспансерĕн эндоскопист врачĕ, медицина наукисен кандидачĕ Д.Н. Трофимов.

2010 çулхи тишкерÿ 9 çыннăнне хулăн пыршă ракне тупса палăртнă пулсан, вĕсенчен 8-шне – чир аталанăвĕн малтанхи тапхăрĕнче. Чире малтанхи тапхăрта тупса палăртнипе ку кăтарту Чăваш Енре лайăххисен йышĕнче.

Хулăн пыршă ракĕ ытларах 50 çултан иртнисен пулма пултарассине тепĕр хут аса илтеретĕп. Хăрушлăхĕ вара – чир чылай вăхăт хушши хăйĕн пирки нимĕнле майпа та систерменни. Çавăнпа рака малтанхи тапхăртах тупса палăртас тесен 40-рен иртнисен хулăн пыршăна тăтăш, виçĕ çулта пĕрре те пулин, тĕрĕслеттермеллех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика