Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ирĕк» сывлăшпа антăхсах каяс марччĕ...

25 мая 2011 г.

«Ирĕк» сывлăшпа антăхсах каяс марччĕ...

Ял тăрăхĕсенче профилактика кунĕсем пĕр хутчен пур çĕрте те иртрĕç. Асăннă мероприяти иккĕмĕш хут пулма пуçларĕ. Чуманкасси ял тăрăхĕнчен пуçланчĕ вăл. Профилактика кунĕ район администрацийĕ çумĕнчи профилактика канашĕн, районти çул çитмен çамрăксемпе вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен тата Чуманкасси ял тăрăхĕ çумĕнчи профилактика канашĕсен пĕрлехи ларăвĕнчен пуçланчĕ.

Пĕрлехи ларура шкулта йĕркене пăснă ачасене сÿтсе яврĕç. Сăпкара выртнă чух ачасем йĕркерен тухмаççĕ-çке. Ку ачана та çемьере тимлĕх çитмен пуль. Шкулти психолог каланă тăрăх малтанхи çулсенче тăван мар ашшĕ вĕсене пиччĕшĕпе иккĕшне час-час кÿрентерни те пулман мар. Килте укçа-тенкĕ çитсе кайманни те ачана урăх çынсен япалисене кĕсьене чикесси патне илсе çитермен-ши; Амăшĕ упăшки вилнишĕн ачисене тухакан пособие тутарма ма вăхăтра документсем туса паман-ши; Çав 4 çулта самаях укçа килетчĕ вĕт-ха. Тен кĕçĕн ачи тĕрĕс çултан пăрăнман та пулĕччĕ.

Урăх ку йăнăша тумастăп тесе шантарчĕ вĕренекен. Çаплах пултăрччĕ. Тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тума вăхăт ĕнтĕ.

Ларура пăхса тухнă тепĕр çул çитмен çамрăк та хăйĕн пурнăçĕ хăйĕн аллинче пулнине ăнланасса шанас килет. Эрех ырри патне çитерменнине хăй çинче «тĕрĕслерĕ» вăл: реанимаци койки çинче пулса курма тÿр килчĕ. Ыттисем хыççăн каймалла маррине, пĕр шутламасăр тунă утăм пурнăçа пачах тепĕр майлă çавăрса хунине çирĕплетекен тĕслĕх ку.

Ачан пурнăçĕ çемьерен пуçланнине пур ашшĕ-амăшĕ те ăнланмасть пуль çав. Çакна ку ял тăрăхĕнчи 11 çемьере пулни те кăтартса парать. Профилактика кунĕ пĕрремĕш хут иртнĕ чух ку çемьере кăçал шкула каймалли ачана ача садне яратпăр, тенĕччĕ ашшĕпе амăшĕ.

– Ямаççĕ те-ха, – терĕ хĕр ача хăй. – Каяс килет ача садне.

Мухмăрлă ашшĕне хĕр ача ача садĕнче тĕрлĕ енлĕн аталанма пултарасси шухăшлаттармасть пулас. Амăшне те. Час-часах эрех ĕçкелесен ача шухăшĕ пĕтет пуль çав вĕсен.

Тепĕр çемьере вара 40 çултан иртнĕ хĕрарăм ура çинче аран-аран тăрать.

– Упăшка Мускава ĕçлеме кайнă, – тет вăл.

Хăй касура, киле йăпăрт кĕрсе тухрăм тесе ăнлантарма хăтланать. Кăнтăрлачченех калаçайми ÿсĕрскер ачине шкултан килсен мĕн çитерме шутлать-ши;

Ку хĕрарăмăн хăй пекех эрех юратакан тантăшне килте тĕл пулаймарăмăр.

– Тытса каймалла ăна. Пĕр чарăнми ĕçет, – терĕç ун пирки пĕр ялта пурăнакансем.

Унăн ачишĕн те шкултан таврăнсан вĕри апат кĕтесси тĕлĕкре кăна иккен. Мăшăрĕсем аякка ĕçлеме кайнă хĕрарăмсем «ирĕк» сывлăшпа антăхса кайнă пулмалла: ачисем çинчен те маннă.

Ачине пĕччен çитĕнтерекен амăшĕ те тепĕр çемьере мухмăрлаччĕ.

– Çĕр улми лартрăмăр та сыпрăм çав кăштах, – терĕ. Кăçал ача садĕнчен тухмалли ачи унра амăш туйăмне вăратсан тем пекехчĕ.

Тепĕр çемьере урăхларах ÿкерчĕк. Ашшĕпе амăшĕ иккĕшĕ те ĕçлеççĕ, килте урлă выртакан пĕр çÿппе те тăрăхла çавăрса хумаççĕ пулмалла ĕç хыççăн. Урайĕнче ура пусма вырăн çук япала йăваланать, савăт-сапа хăçан юлашки хут шыв курни çинчен калама та хĕн.

– Фермăран килеççĕ те çывăраççĕ пулмалла, – терĕç ял çыннисем.

Мĕн курса ÿсеççĕ ку çемьере ачасем; Кам вĕрентĕ вĕсене тирпее, илеме; Калама йывăр. Анчах çакна татсах калама пулать: ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене пурнăçламаççĕ кунта. Малалла та кун пекех лару-тăру пулсан çав тивĕçсенчен хăтарас ыйту сиксе тухма пултарать.

4 ачаллă çемьене пырсан вара арăмĕ упăшки хĕненĕ вырăнсене кăтартрĕ. Кĕлетки пĕтĕмпех кăн-кăвак. Çемьери харкашусем пирки арăмĕ пĕр тĕрлĕ, упăшки тепĕр тĕрлĕ ăнлантарать. Мăшăрне хĕненипе арçын тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçарнă. Çакна лайăх пĕлетпĕр: кун пек хĕнесе пĕтерме мар, çынна сăмахпа та кÿрентерме юрамасть. Ку пĕр енчен. Тепĕр енчен вара йытăпа кушак пек туллашса пурăниччен уйрăм пурăнни лайăхрах мар-ши; Ачасен психикине пăсмаççĕ-и вĕсем капла;

Профилактика кунне пĕтĕмлетнĕ чух сÿтсе яврĕç ку арçынна. Вĕсем мăшăрĕпе иккĕшĕ çемьешĕн усăллă, ачасене лăпкăлăх кÿрекен йышăнăва тăвасса шанас килет.

Мĕн калама пулать-ха ку тĕслĕхсем хыççăн. Ял администрацийĕн, вырăнти активăн çемьесем тĕлĕшпе çине тăрарах ĕçлемелли çинчен калать пулĕ. Паллах, ĕçекен çын ĕçме пăрахасси те, çын хăй килĕнче тирпейлесси те кил хуçинчен хăйĕнчен ытларах килет. Çапах та пĕрре каласан, тепре килĕнче пулсан, тата та калаçсан, кăштах та пулин усси пулать пек туйăнать. Намăс туйăмне пурте пĕтĕмпех ĕçсе яма ĕлкĕреймен пулĕ-ха.

Чăнах та, вăхăт ытлашши мар паян ял çыннин, паян çĕр улми лартмалла, ыран çум çумламалла. Мансăрах тăвĕç-ха ку ĕçе тесе киле пăрăнса утсан, паллах, улшăну пулмасан та пултарать. Пирĕнтен кашнинех пырса тивет çакă. Май килнĕ таран çынна ырă тума тăрăшасчĕ. Ырă туни вăл ырăпах таврăнать. Пĕр енчи кÿршĕре те пулин пĕр ача та пулин телейлĕрех пурăнма пуçлани – мĕн тери ырă пулăм. Çакăнта хамăр тÿпе те пуррине курни хамăра та пурăнма вăй парать. Вулакансем манпа килĕшсен тем пекехчĕ.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика