25 мая 2011 г.
Альманахсем – çĕнĕ экспонатсем
Иртнине пĕлмесĕр малашлăх çук тетпĕр-ха та, анчах историри пулăмсене хамăртан кĕçĕннисем валли курăмлă упраса хăварассипе эпир çителĕклĕ ĕçлетпĕр-и-ха? «Çук», – терĕç те Муркаш лицейĕнчи кадетсем, хăйсен сăмахне ĕçпе çирĕплетсе иртнĕ кунсенче хăйсем ăсталанă альманахсене районти краеведени музейне парнелерĕç. Çак чыслă ĕçпе кадетсен пĕр ушкăнĕ С. Рожкова вĕрентекен ертсе пынипе музее пырса унăн директорĕпе А. Алешкинăпа тĕл пулчĕ. Савăнăçлă лару-тăрура кадетсем музее хамăр ентешсем 66 çул каяллахи Çĕнтерĕве мĕнле тÿпе хывни пирки каласа паракан «Пуриншĕн те сире тав тăватпăр» тата «Пирĕн ентешсем – тĕрлĕ вăхăт паттăрĕсем» ятлă альманахсем парнелерĕç.
– Пурнăçра паттăрлăх валли яланах вырăн пур. Фронтра-и, ĕçре-и е вĕренÿре-и – ыранхи куна ырă шанчăкпа пăхакан çын йывăрлăхсем умĕнче пуç усмасть. Сирĕн паянхи ĕç те çакна çирĕплетекен тĕслĕх, – терĕ кадетсене тав тунă май музей директорĕ.
Ытларах упрасчĕ пирĕн хамăр историе!
А. БЕЛОВ.