Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăр мар пулсан тата кам?

25 мая 2011 г.

Хамăр мар пулсан тата кам?

Юлашки вăхăтра хамăр пурăнакан тавралăх илемĕ, тасалăхĕ, тирпейлĕхĕ çине ытларах тимлĕх уйăрма тытăнни ăнсăртран мар. Унчченхиллех пурăнсан тĕрĕссипе тепĕртакран каяш, çÿп-çап айне пуласси те инçе мар. Теприсем çакăн пек шухăшлаççĕ: манăн кил-тĕрĕш таврашĕнче таса та илемлĕ пултăр, ытти çĕрти мана интереслентермест. Çапла вара пухăннă çÿп-çапа пахча хыçĕсене, вăрмансемпе çырмасене кайса силлеçĕ. Кунсăр пуçне çул хĕррисемпе автобус чарăнăвĕсенче, вăрман тăрăхĕсенче те çÿп-çап тултарнă михĕсем купаланса выртни йĕркеллĕ пулăм мар. Ку тĕлĕшпе йĕрке пулĕ-и; Çак ыйту çине хурав пама ыйтрăм Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхне Николай Иванович НИКИТИНА.

– Малашне кил таврашĕнче пухăннă çÿп-çапа йĕркеллĕ ăсатса тăма тытăнас пулать. Çавна валли Ивановка ялĕ патĕнче ятарлă полигонăн пĕрремĕш черетне хута янă ĕнтĕ. Анчах та хальхи вăхăтра кирек епле услуга таврашĕшĕн те тÿлеме тивет. Çÿп-çап турттарасси те укçа-тенкĕпе çыхăннă. Çавăнпа та малашне килсерен пухса михĕсене тултарнă йăла каяшĕпе çÿп-çапа укçалла тиесе ăсатма тытăнмалла пулать. Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ çакна йĕркелеме хатĕр. Ятарлă автомашина вырăна хăçан пырассине ял тăрăхĕн администрацийĕ пĕлтерсе тăрĕ. Çакă нимĕнле çĕнĕлĕх те, курман-илтмен япала та мар. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ каяш турттарнăшăн йĕркеллĕ тÿлесе тăраççĕ вĕт-ха.

Район центрĕнче хальхи вăхăтра çакăн пеккине те курма пулать. Хăшĕсем çÿп-çап миххисене çăмăл автомашинăсемпе тиесе килсе нумай хваттерлĕ çуртсем патĕнче вырнаçтарнă контейнерсене силлесе хăвараççĕ. Муркашра харпăр хăйсен уйрăм çурчĕсенче пурăнакансем тĕлĕшпе те çакна каламалла. Каланине тăна илме тăрăшмаççĕ пулсан кун пеккисем тĕлĕшпе çирĕпрех мерăсем йышăнмалла пулĕ. Ĕç-пуç намăслантарнипех вĕçленмĕ. Пĕчĕк мар штрафсем тÿлемелле пуласси каламасăрах паллă.

Çавна та практикăлама шухăшлатпăр. Калăпăр ку е вăл хуçалăхран чылай хушă нимĕнле çÿп-çап таврашĕ те тиесе ăсатмаççĕ. Паллă: кун пеккисем каяш таврашне «вырнаçтармалли» урăх мелпе усă кураççĕ. Е çырмана ăсатаççĕ, е михĕсене тултарса çын курман чухне унта-кунта кайса пăрахаççĕ. Ун пек çынсене ял администрацийĕ тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ ятарлă учета илĕ. Çÿлте асăннă фактсене тупса палăртсан вĕсен те «пуç хыçма» тивĕ.

Юлашкинчен çавна кăна каласшăн. Пирĕн тасалăх, илемлĕх, йĕркелĕх вăл – пирĕн культура, эпир хамăра хамăр хаклама пĕлни. Кунта калани, ятлани, намăслантарни, штрафлани те пĕлтерĕшлĕ мар. Хамăрăн авалтан пыракан чăвашлăх туйăмне çухатас марччĕ. Пĕлтерĕшлĕреххи – çак чăнлăха пĕтĕм чун-чĕрепе, ăшран туйса илме пултарни.

В. ШАПОШНИКОВ

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика