18 мая 2011 г.
Ватă çынсене савăнтарчĕç
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа кăçал 66 çул çитрĕ. Çак уява Каршлăхри вăрçăпа ĕç ветеранĕсен интернат çуртĕнче те паллă турĕç.
Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Лаптев, Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта 6 класра вĕренекенсемпе вĕсен класс ертÿçи Галина Валентиновна кĕтнĕ хăнасем пулчĕç. Анатолий Владимирович интернатра пурăнакансене саламласа сывлăх сунчĕ, ачасене вара ватă çынсенчен ырă ĕçсем тума вĕренсе юлмаллине каларĕ. Ачасен концертне ватăсем килĕштерчĕç, вĕсенче пуласлăх шанчăкĕ пуррине палăртрĕç.
Çак кунах Каршлăха Шупашкарти Калинин районĕнчи социаллă хÿтлĕх центрĕнче ĕçлекенсем çитрĕç. «Сударушка» ансамбль юррисене те хапăлласах йышăнчĕç ватăсем. Центр ертÿçи Г. Степанов вĕсене парнесем парса та савăнтарчĕ.
В. КРЮЧКОВА.
Савăнăçлă та хурлăхлă аса илÿ кунĕ
Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхне кĕрекен Вăрманкассинче Çĕнтерÿ кунне уявлама лайăх хатĕрленнĕ. Кунта вырнаçнă пуçламăш шкул-ача садĕнче ĕçлекен Г. Пегасовăпа А. Корнеева, Ильинкăри вăтам шкулта вăй хуракан И. Каргин тата вырăнти культура ĕçченĕсем нумай тăрăшни палăрчĕ.
Вĕсем хатĕрленĕ анлă стендсем аслă ăрăва манăçа кăлармĕç. Тавах вăрçа хутшăннисене манманшăн, вĕсене хисепленĕшĕн, тылра ĕçлекенсен ĕçĕсене çутатса панăшăн. Ачасем, ытарайми пепкесем, концертпа савăнтарчĕç. Хăйсене питĕ тивĕçлĕ тытса пире, ватăсене, кăмăла кайрĕç. Ильинка ял тăрăхĕн администрацийĕ техĕмлĕ чейпе хăналарĕ. Эпир вара хамăрăн тантăшсене курса ĕлĕкхине аса илтĕмĕр, чунтан калаçрăмăр.
Район администрацийĕн специалисчĕ В.Г. Лаврентьев кунта пурăнакан вăрçă ветеранне И.Ф. Каргина район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ, районти лару-тăрупа паллаштарчĕ. Каярах ырă йăлана кĕнĕ тăрăх спорт ăмăртăвĕ те иртрĕ.
Савăнăçлă, çав хушăрах хурлăхлă уяв кунĕ Вăрманкассинче пурăнакансен кăмăлне хăпартрĕ. Тавах.
ВЕТЕРАНСЕМ.
Вăрманкасси ялĕ.