Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культурăра – чĕрĕк ĕмĕр

18 мая 2011 г.

Культурăра – чĕрĕк ĕмĕр

Тамара Вострейкинăна Муркаш тăрăхĕнче лайăх пĕлеççĕ. Вăл – культура ĕçченĕ. Шăп та лăп 25 çул каялла Калайкассинче пурăнакан Тамара Тимофеевнăна Катькас ял совечĕ кунти Культура çуртне ертсе пыма сĕнет. Ун чухне культура енĕпе пĕлÿ илмен Тамара малтанах иккĕленсе тăрать. Ответлă, çав хушăрах пĕлмен ĕçе шутламасăр мĕнле килĕшĕн-ха; Тĕплĕн шухăшланă хыççăн çеç килĕшет вăл. Çапла вара 1986 çулхи майăн 6-мĕшĕнче Катькасри Культура çуртне ертсе пыма тытăнать. Çакăнтан пуçланать те ĕнтĕ унăн ырми-канми ĕçĕ.

Малтанах хастар хĕрарăм самаях юхăннă çурта йĕркене кĕртме тăрăшать. «Мĕн кăна тума тивмерĕ пуль, – аса илет халĕ вăл, – кăмакине юсамалла, кантăксем ванчăк – вĕсене лартмалла, çивиттине те юсаса çирĕплетмелле пулчĕ... Хăш-пĕр чух мăшăрпа пĕрле талăкĕпех клубра тăрмашаттăмăр».

Культура çуртне хăт кĕртнĕ хыççăн унта çамрăксем те ытларах туртăнма пуçларĕç. Ĕçпе хавхаланнă Тамара Тимофеевна вара Культура çурчĕ çумĕнче художество пултарулăх ушкăнне йĕркелессипе тимлет. Шутланă – тунă. Унăн телейне шăпах дипломлă музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ тĕл пулать. Калаçса татăлнипе Иосиф Александрович 1990 çулта ушкăн ертÿçи пулса ĕçлеме тытăнать. Çулсеренех тĕрлĕ программа хатĕрлесе пултарулăх ушкăнĕ смотр-конкурссене активлă хутшăнать, пĕрре мар малти вырăнсене йышăнса парнесемпе дипломсем илме тивĕç пулчĕ.

Паллах, кунта Иосиф Александровичсăр пуçне Тамара Тимофеевнăн тÿпи пысăк вырăн йышăнать. Ял халăхне, уйрăмах çамрăксене, чăваш юрри-ташшине явăçтарма йывăр. Тамара Тимофеевна вара кашнинпе уйрăм калаçса пĕр чĕлхе тупма тăрăшрĕ. Калайкассинчи вăтам шкулпа йĕркеленĕ çыхăнăва та тытса пырать. Çавăнпах ăна ялта çамрăксем те, аслăраххисем те хисеплеççĕ, унпа калаçма кăмăллаççĕ.

Тамара Тимофеевна çинчен пĕтĕмпех çырас тесен пысăк роман та çырма пулать паллах. Эпир вара хамăрăн ĕçтеше, юлташа çак çăмăл мар ĕçре вăй хума пуçланăранпа чĕрĕк ĕмĕр çитнипе саламлатпăр. Сывлăху çирĕп пултăр, эсĕ пурнăçлакан ĕçе тивĕçлипе хаклаччăр.

И. АЛЕКСАНДРОВ,

художество пултарулăх ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика