18 мая 2011 г.
Ака ĕçĕсене маларах вĕçлерĕç
– Пирĕн ĕçпе паллашма килтĕр пулĕ-ха; Çĕнĕ çăкăр туса илессинчи пуçламăш утăмсенче пит хĕретмерĕмĕр. Малта пыракан технологисене пурнăçа кĕртсе çурхи ака-суха ĕçĕсене кĕске вăхăтра пурнăçларăмăр. Паянхи тĕп ыйту – çĕр улми çителĕклĕ лартса хăварасси тата акнă-лартнă культурăсене таса-сывă пăхса ÿстересси, – терĕ çур акире вăй хуракан ака агрегачĕсене ана хĕрринче вăрлăх тиенĕ ГАЗ-53 автомашинăпа кĕтсе ларакан Валерий Валерьевич Тихомиров водитель.
Инçетри пусăра тусан вĕçтерсе пĕрин хыççăн тепри ыткăнса пыракан тăватă ака агрегачĕ ĕçлени курăнать. Анан тепĕр енче вара тепĕр тиев машини ларать. В. Тихомиров ăнлантарнă тăрăх вăл унăн ĕçтешĕ Виктор Пушкин. Минераллă удобренипе тивĕçтерет иккен вăл. Уй урлă пирĕн еннелле пĕр хĕрарăм утни курăнчĕ. Ку вăл – «Восток» ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕп агрономĕ Зоя Валерьяновна Степанова. Ăна хирĕç çул тытрăм.
...Çул хĕрринчи хурăнсем хушшинче куккук «калаçать», хирте вара хресчен ĕçне савса тăри оркестрĕ вылять. Çак илеме пуянлатса çывăхри çĕмĕрт те илемлĕ шăршине сарса пая кĕме хатĕрленет. Пĕтĕм тавралăх чĕрĕлнĕ вăхăтра хресченĕн те ака-сухаран çывăрса юлас марччĕ. Хĕвелпе вăранса хĕвелпе çывăрма выртакан Тереçсемпе Мулкачкассисем кашни ĕçрех ĕлкĕрсе юлассишĕн тăрăшаççĕ те. Çакă вĕсен пурнăçа кĕрсе пыни пире те савăнтарать, ыррине кăна шантарать.
– Эпир хыпкаланнине кайăксем те сисеççĕ. Çур аки вара кунпа мар, сехетпе иртсе пырать. Ку ĕçре хуçалăхри пĕр ĕçчен те паян алă усса лармасть. Пурте пĕр тĕллевлĕ пулни хавхаланăва ÿстерет, – терĕ Ахмане уйĕ урлă пирĕн патăмăра çитсе хуçалăхăн тĕп агрономĕ З. Степанова.
Ир-каç сивĕрех пулсан та кăнтăр кунĕнче çу кунĕ вăй илет. Хĕвел шевли лекекен çĕр пичĕ хресчен çаврăнăçулăхĕшĕн савăк пулнăн туйăнать. Кун каçа сывлăш температури 16-18 градуса çитни те çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Çакна курса тата Зоя Валерьяновна каласа панине итлесе çĕр ĕçченĕ ку тăрăхра тахçанах хĕл ыйхинчен вăраннине асăрхатăп.
Кунпа мар, сехетпе иртсе пыракан çур акире кăçал хуçалăхăн 235 гектар çуртрисем акса хăварма тиврĕ. Кун çумне çывăх кунсенче вăрлăх çитнĕ чухлĕ 10-15 гектар çĕр улми хушăнмалла. Ăна та Мулкачкассисемпе Тереçсем вăхăтра пурнăçлама хатĕр. Кунпа пĕрлех Алексей Артемьевпа Дмитрий Быков тата Александр Пушкинпа Вячеслав Пушкин механизаторсемпе Виталий Наумов, Анатолий Гордеев, Петр Иванов, Олег Степанов акаçăсен бригади 201 гектар çинчи кĕрхи культурăсене вăхăтра апатлантарнă тата сÿрелесе нÿрĕк тытса хăварнă.
– Акана 100 проценчĕпех минераллă удобренипе ирттертĕмĕр. Имçамланă вăрлăхпа пĕтĕм ака лаптăкĕсене хĕреслĕ майпа акса хăвартăмăр. Сĕрмелли-çунтармалли материалсемпе йывăрлăх пулмарĕ. Ытти çулсенчи пекех кăçал та çур акире çĕнĕлĕхсем малта пулчĕç. Урпан «Владимир» элита сортне 45 гектар, çурхи тулăн «эстер» элита вăрлăхне 43 гектар акса хăвартăмăр. Çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртессипе тĕллевсем татах та пур-ха, – каласа парать агроном.
Мулкачкассинчен Оринин еннелле каçсан та ĕç шавĕ лăпланни курăнмарĕ. Эпĕ пулнă кун кунта та ака ĕçĕсем вĕçленсе пыратчĕç. «Оринино» ял хуçалăх производство кооперативĕн уй-хирĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне, ял хуçалăх пайĕн ертÿçине В. Калинина тĕл пултăм.
– Ĕçлекенсен тăрăшулăхне курсан çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсем вăй илеççĕ. Акă паян эпĕ çитсе курнă хуçалăхсенче пуринче те çурхи культурăсем акассипе ĕçсене юлашки гектарсем çинче пурнăçлатчĕç. Çапла вара пĕрешкел условисенчех «Оринино», «Восток» кооперативсем, В. Горбуновпа А. Афанасьев тата А. Пихтеров хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пĕр эрне хушшинче çуртрисем акас ĕçе вĕçлерĕç. «Свобода» ăратлăх завочĕпе «Колос» чикĕллĕ яваплăхлă общество тата Ильич яч. хис. хуçалăх та ака ĕçĕсене вĕçлессипе катара тăмаççĕ, – терĕ кĕске калаçура Владимир Аркадьевич куçĕсене хиртен илмесĕр. Вăл каласа панинчен район территорийĕнчи çур акири пĕтĕмĕшле лару-тăру та куç умне тухрĕ. Умри йывăрлăхсене çĕнсех хуçалăхсем кăçал 15,5 процент элитăллă тата супер элитăллă вăрлăх акса хăварма мехел çитерчĕç.
Хуçалăхсенче кăçалхи çур акинчи уй-хир ĕçĕсен планĕ тата ĕç условийĕсем кашниншĕнех паллă. Çавăнпа та паян коллективсенче ĕç вĕресе тăрать кăна. Кашни хуçалăхрах ампарсенчен хирелле вăрлăх тиенĕ автомашинăсем ыткăнаççĕ, тепĕр çулпа вара – минераллă удобрени тиенĕ трактор-машинăсем. Хирсенчи ака агрегачĕсемпе акаçăсен канма вăхăт çук.
– Ял хуçалăхĕнче ĕçлекеншĕн кашни ĕçĕн ответлăхĕ пысăк паян. Акă хĕл каçнă выльăхсене çарана кăларасси те продуктивлăха ÿстерме пулăшать. Çакна ăнланнă май «Ударник», «Путь Ильича», «Восток» хуçалăхсем ĕне кĕтĕвĕсене çарансене кăларчĕç. Йÿçкассисем, тĕслĕхрен, эрне хушшинче пĕтĕмĕшле сĕт сăвассине пин килограма яхăн пысăклатрĕç. Хуçалăх ĕнесем валли 150 гектар ыраш калчи уйăрни питех те вырăнлă пулчĕ.
Янкăр тÿпери хĕвел самай çÿле улăхрĕ ĕнтĕ. Умра – çу кунĕсем...
Анатолий БЕЛОВ.