Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнине куç умне кăлараççĕ

18 мая 2011 г.

Иртнине куç умне кăлараççĕ

Сĕтел çинчи календаре уçкаласа ларатăп. Акă майăн 18-мĕшне Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунĕ тесе палăртнă. Çийĕнчех эпĕ мĕнле музейсенче пулса курнине аса илме пуçăнтăм.

Паллах чи малтан Чăваш Республикин Шупашкарти тĕп музейĕнче (халĕ ăна наци музейĕ теççĕ) пулнине аса илтĕм. Ку вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен варринче хĕллехи каникул кунĕсенче, вăтам классенче вĕреннĕ чухне пулнăччĕ. Тĕп музей кивĕ чиркÿ çуртĕнче Хĕрлĕ площадьпе юнашар вырнаçнăччĕ. Халĕ унта залив ĕнтĕ.

Пиччепе (аттен шăллĕпе) инке хăйсен кĕçĕн хĕр ачипе иксĕмĕре сире музей кăтартар-ха терĕç. Вĕсене музейра авалхи чăвашсен хура пÿрчĕ пурри ытларах интереслентернĕ. Чăннипех те хура пÿртре кăмакара вутă çунать. Мăрье çук. Кăмака çумĕнче старикки çăпата калăплать, карчăкĕ вара кĕнчелепе сÿсрен çип арлать. Чăннипе çавăн хыççăн пулĕ эпĕ те пурăна-киле кĕнчеле арлама та, маларах çăпата хуçма та (ĕлĕк çапла калатчĕç) вĕрентĕм.

Музейра пысăк шурă сысна та пурччĕ. Патнех пырасран хăю та карнăччĕ. Анчах та алă çитнĕ пирки эпĕ сыснана хытах тĕксе пăхрăм. Сысна тени пĕрех тайăлчĕ, кăшт çеç урайне лаплатса ÿкмерĕ. Пĕр-икĕ хутчен хăлт-хăлт силленкелерĕ те вырăнне ларчĕ. Çан-çурăм сĕрлесе илчĕ. Çавăн хыççăн пирĕн инке манран чылай вăхăт: «Коля музейра сыснана тĕксе ÿкеретчĕ вĕт»,– тесе кулкалатчĕ.

Хам пулса курнă ытти музейсенчен Украинăри Львов хулинчи аптека, автомашинăсен тата мотоциклсен, йĕтрепе перекен пушкăсен музейĕсене асăнса хăвармалла. Мускавра Раççейри тĕп истори музейĕнче, Шереметьев граф керменĕнче, Пĕрремĕш тĕнче вăрçине сăнлакан панорамăра, Кутузов фельдмаршалăн Бородино патĕнчи штаб çуртĕнче пулса курма тивнĕ. Литвара асра юлни вара вăл – 10 метр çÿллĕш (е ытларах та пулĕ) орган тата «1000 чертей» музей пурри.

Н. ПЕТРОВ,

ĕç ветеранĕ.

Нискасси ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика