18 мая 2011 г.
Тасалăх пирки пĕрле тимлер
Тирпей-илем, урамсемпе обществăлла вырăнсенчи тасалăхпа йĕркелĕх ыйтăвĕ çĕнĕлĕх мар. Çулленех ун пирки нумай калаçатпăр. Çурхи кунсем çитсе килнĕ май вара каллех çак ыйту тавра калаçу пуçарма тивет. Ялсенче, çулсем хĕррисемпе, автобуссем чарăнакан вырăнсенче унта та кунта çÿп-çап тултарнă михĕ куписене асăрхама тытăнтăмăр. Йĕркеллĕ пулăм-и ку; Ял тăрăхĕ турттарса кайма тивĕç-и ăна; Тÿлев пирки тата; Çак ыйтусем çине район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхне В.Г. НИКИТИНА хуравлама ыйтрăмăр.
– Владимир Германович, чылайăшне паян укçа-тенкĕ тÿлевĕн ыйтăвĕ интереслентерет. Килсенчи йăла каяшĕпе çÿп-çапа полигона турттарса каясси те тÿлевсĕрех пулаймĕ. Мĕн калама пултаратăр кун пирки?
– Çапла, иртнĕ çул районта ятарлă полигон хута кайнă май сăнавлă майпа малтанлăха ялсенчен çÿп-çап таврашне тÿлевсĕрех турттартăмăр. Тĕрĕсрех каласан ял тăрăхĕсен укçи-тенки шучĕпе. Анчах та вĕçĕм кун пек пулма пултараймасть. Ял тăрăхĕсен унсăрăн та хĕсĕк бюджечĕ çапла тума май памасть. Çавăнпа та ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ иртнĕ канашлура çакăн пек йышăну турăмăр. Халĕ урамсемпе çулсем хĕррисемпе купаласа хунă çÿп-çап миххисене ял тăрăхĕсем хăйсен шучĕпех тиесе ăсатĕç. Кайран вара июнĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ял çыннисен çакăншăн тÿлеме тытăнмалла пулĕ.
– Тÿлев виçи тата унăн йĕрки епле пуласси пирки асăнса хăварсан та аванччĕ.
– Ял тăрăхĕн администрацийĕ ял çыннисене хăш кун тата мĕн вăхăта пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн автомашини çÿп-çап патне килесси пирки пĕлтерĕ. Çынсен çав вăхăта хăйсен çÿп-çап таврашне михĕсене е полиэтилен пакетсене тултарса хатĕрлемелле пулать. Кайран вара автомашина пырсан хăйсенех тиесе ямалла. Автомашина çинчех водительпе пĕрле кассир та пулать. Укçине ăна тÿлемелле. Пĕр михĕшĕн 25 тенкĕ, пĕр витре кĕрекен полиэтилен пакетшăн 5 тенкĕ илĕç.
– Хăнăхман япала хăшĕ-пĕриншĕн хаклă пек туйăнмĕ-и?
– Урăхла нимĕн тума та май çук. Тĕрĕссипе нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем çÿп-çапшăн унччен те тÿленĕ, халĕ те тÿлеççĕ вĕт-ха. Ял çыннин те çакна хăнăхас пулать. Çавăнпа та мĕн пур кирлĕ маррине миххе тултарма тăрăшмалла мар. Çунаканнине çунтарас, «мăрье витĕр» кăларас пулать. Ял çыннин лаç та, мунча та пур. Кивĕ хут е çĕтĕк-çатăк таврашне хатĕрлев кантурĕсем те йышăнаççĕ. Тимĕр-тăмăр укçалла пухакансем сахал мар. Ăна ăсатасси ял çыннишĕн йывăрлăх мар.
Кантăк, кĕленче таврашĕпе те ыйтăва татса парăпăр. Акă Мăн Сĕнтĕр райповĕн магазинĕсем патĕнче çавна валли ятарлă контейнерсем вырнаçтарса панă е уйрăм вырăнсем йĕркеленĕ. Çынсем унта сăра-эрех кĕленчисене те, ваннă кантăка та кайса пăрахма пултараççĕ. Вăхăтран вăхăта ăна райпо тиесе ăсатса тăрĕ. Уншăн укçа тÿлемелле пулмасть. Çитес вăхăтрах Муркаш райповĕ те çак ĕçе йĕркелеме палăртать. Тĕрĕссипе ку ĕçе тытăннă та ĕнтĕ.
– Хальхи вăхăтра пластик савăтсемлĕ продукци нумай сутаççĕ. Пушаннă савăта вара çунтарма юраманнине пĕлетпĕр.
– Ку ыйтăва та татса парассипе ĕçлеместпĕр мар. Ăна вырнаçтармалли адрессем, ку енĕпе ĕçлекен çынсем шыратпăр. Тĕрĕссипе пластик савăтсем таса пулсан вĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ те тиесе турттарма хирĕç мар.
– Тата çавăн пирки ыйтса пĕлни те ытлашши пулмĕ. Хăшĕ-пĕри çÿп-çапа сортласа мĕн аппаланас, тултарас та çын курман чух кăларса лартас е ăçта та пулин кайса пăрахас тейĕ. Кун пеккисене мĕн калама пултаратăр?
– Уй куçлă, вăрман хăлхаллă тесе ахальтен каламан. Тавралăха çакăн пек варалакансенчен ыйтасси те çирĕпрех пулма тивĕç. Çын сăмахпа каланине ăнланмасть, ÿкĕте кĕмест пулсан пĕрре штраф тÿлесен, тепре укçа кăларса хума тивсен виççĕмĕшĕнче кун пек хăтланма тăхтаса тăрĕ. Çапах та пирĕн хушăра ăнлануллисем ытларах пулĕç тесе шутлатăп.
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.