Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашлаччăрах эпир лартнă йывăçсем

18 мая 2011 г.

Кашлаччăрах эпир лартнă йывăçсем

11 класра вĕренекенсемшĕн кĕçех юлашки шăнкăрав янăрĕ. Орининти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул пĕтерекенсем вара хăйсем хыççăн ырă йĕр хăварма шутларĕç. Иртнĕ шăмат кун вăрман лартмалли наци кунĕнче вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов тата шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Т.П. Алексеева ертсе пынипе Патаккасси ялĕнче «2011 çулхи выпускниксен» аллейине хывса хăварчĕç. Çак пархатарлă ĕçе вара халăхри ырă йăлапа «çăмăл алăран» пуçлама шутларĕç. Шутларĕç те ачасем малтанхи йывăçсене икĕ Ивановăн – Патаккассинче пурăнакан район администрацийĕн пуçлăхĕпе Юрий Ивановпа Оринин шкулĕнче 11 класра вĕренекен Анатолий Ивановăн пуçламалла, тесе йышăнчĕç. Çапла турĕç те. Пĕтĕмпе çак кун вĕсем 450 хурăнпа çăка лартса хăварчĕç.

– Шăпа кирек ăçта илсе çитерсен те эпир çакна лайăх пĕлетпĕр: тăван вырăнта пире атте-анне, юратнă учительсем тата хамăр лартса хăварнă хурăнсемпе çăкасем кĕтеççĕ. Пирĕн шăллăм-йăмăксем те пирĕн пекех ырă ĕç тума хăнăхса ÿсчĕр çак çамрăк йывăçсене курса, – кăмăллăн калаçаççĕ ачасем.

Ачасемпе кун каçах пĕрле ĕçленĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов вара çапла шутлать: ачасене çапла ĕçе хăнăхтарса ÿстерсен, тăван тавралăха илем кÿрес ĕçе вĕсене ытларах явăçтарсан тăван Муркаш тăрăхĕ кунсеренех илемленсе пырĕ. Ачасем хăйсем те хăйсен пурнăçне хăйсемех йĕркелесе пырассине лайăхрах ăнланса илĕç.

Вырсарни кун вара ку тăрăхра пурăнакансем çитĕннисем те чăтса тăраймарĕç: тепĕр 200 хунав мехпарк патĕнче лартса хăварчĕç. Пĕр кун маларах хăйсен ачисем лартса хăварнă аллейăна илемлĕн карта тытса çаврăнчĕç. Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕнче аслисемпе çамрăксем пĕр шухăшлă пулсан кăна пурнăç пулнине хăйсен ĕçĕпе çирĕплетсе пачĕç.

Юнкă шкулĕнче вĕренекенсем те вăрман лартмалли кун пурĕ 2 пин çамрăк чăрăш лартса хăварчĕç. Пыра-киле вĕсен тăрăшулăхне пула Çармăçкасси ялĕ çывăхĕнчи çырма та ишĕлме пăрахĕ, Юнкăпа Кăпас ялне пырса кĕнĕ çĕрте те чăрăшсем ял çыннисемпе хăнасене хапăл туса таса сывлăш парнелĕç.

Москакасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем вара Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕнче йăлана кĕнĕ тăрăх тин çуралнисен аллейине пуçтарăнчĕç. Кунта вĕсем тем тĕрлĕ тĕм те лартса хăварчĕç. Районти ЗАГС пайĕн ертÿçи Е.Л. Иванова вĕсене уяв ячĕпе те, аллейра йывăçсен шучĕ хушăннă ятпа та саламларĕ. Ку ял тăрăхĕнче кăçал 4 уйăхра 14 ача çуралнă. Ку вăл районĕпе чи нумай ача çуралас енĕпе 2-мĕш лайăх кăтарту шутланать.

Çакна та каласа хăвармалла, тавралăха тирпей-илем кĕртес, симĕслетес енĕпе йĕркеленĕ уйăхлăхра вара районĕпе пурĕ 20500 йывăç лартса хăварнă. Уйрăмах Йÿçкасси (4 пин), Оринин (3600), Ярославка (2600), Турай, Хорнуй, Шетмĕпуç, Юнкă (2-шер пин), Çатракасси (1400) ял тăрăхĕсенче нумай йывăç лартса хăварчĕç. Кашмашра ав çав хушăра Афганистанра службăра тăнă В.В. Скворцов хăйĕн мăшăрĕпе Татьяна Аркадьевнăпа «афганецсен» аллейине чĕртрĕç. Çакăн пек ырă тĕслĕхсем малалла тата та ытларах пулччăр.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика