11 мая 2011 г.
Саккуна пĕлсе усă курмалла
2007 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ 306-ФЗ " саккунпа килĕшÿллĕн çул çинчи транспорт инкекне тепĕр чух милици сотрудникĕсемсĕр те татса пама ирĕк пур. Анчах та çак саккун паракан майсемпе граждансем туллин усă курмаççĕ.
2009 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче çак саккуна улшăнусемпе хушусем кĕртнĕ. Çапла вара çул çинчи транспорт инкекĕнче милици сотрудникĕсене чĕнмелле мар самантсене татах та уçăмлатса панă.
Инкекре транспорт çеç сиенленнĕ, инкеке лекнĕ икĕ транспорта та хуçисем страхланă пулсан, водительсем лару-тăрăва пĕр майлă хакласа инкек çинчен калакан извещени бланкĕсенче транспорта страхлас йĕрке ыйтнă пек çырса панă пулсан лару-тăрăва милици сотрудникĕсемсĕрех татса пама юрать. Кун пирки саккунăн 1 статйин 8 пунктĕнче çырса кăтартнă.
Инкек çинчен çырса панă извещенисемпе сиен тÿснĕ транспортăн водителĕ тăкака саплаштарма ыйтса çырнă заявление страхлакан компание тăратмалла. Çапла тăкак хакне палăртса ăна саплаштараççĕ. Документсенче хирĕçле пĕлтерĕшлĕ тĕслĕхсем пур пулсан страхлакан компани никама пăхăнман экспертиза ирттерме пултарать. Унăн çакăн пек ирĕк пур.
Милици сотрудникĕсемсĕр уçса панă инкексенче тăкак саплаштарăвĕ 25 пин тенкĕрен иртме пултараймасть. Çакăн пирки статьян 10 пайĕнче палăртнă. Тăкака саплаштарнă хыççăн сиен тÿснĕ ен пурлăх тĕлĕшпе тухса тăракан хушма тăкаксене саплаштарма ыйтма пултараймасть.
Асăннă статьяри 12 пункта тăкака тÿрремĕн саплаштарасси пирки калакан хушусем кĕртнĕ. Кунта сăмах сиен кÿнĕ çын тăкаксене саплаштарма хăйĕн транспортне страхланă компанирен ыйтасси пирки пырать.
Водительсемпе транспорт хуçисен çак саккуна пĕлсе, асра тытса унпа усă курма ирĕк пур самантсенче туллин усă курмалла. Çапла майпа хăвăрăн вăхăта та перекетлеме пултаратăр.
В. ВОЛКОВ,
патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн Муркаш районĕнчи тĕп инспекторĕ.