09 июля 2011 г.
Усал йăла тăтăр аякра
Районти суту-илÿ точкисенче наркотикпа усă курма юраман туртмалли ытти хутăшсем сутнине, сĕннине прокуратура тата ку енĕпе яваплă ытти ĕçченсем тăтăш тĕрĕслев ирттереççĕ.
Çапла вара районта черетлĕ тĕрĕслев пулса иртрĕ, яваплă ĕçченсем Муркаш пасарĕнчи уйрăм предпринимателсен, Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсен суту-илÿ точкисене, аптекăсене тĕрĕслерĕç. Усă курма юраман веществосене пропагандăланă, наркотика тата пуçа минретекен ытти веществосене рекламăланă, вĕсене çул çитмен çамрăксене ытти тĕрлĕ мелпе сĕннĕ фактсем тĕрĕслев вăхăтĕнче тĕл пулман.
А. Тихонов,
прокурор пулăшуçи, 3 класлă юрист.