09 июля 2011 г.
Дактилоскопи регистрацийĕ
Юлашки вăхăтра тăтăшах патшалăх дактилоскопи регистрацийĕ пирки калаçаççĕ. Кирлех-ши çак ĕçе пурнăçлама?
Редакцие килнĕ çыруран.
Ку ыйтăва эпĕ Федераллă миграци службин районти территори пункчĕн пуçлăхне Л.Г. Плечовăна патăм.
– Кирек кампа та пăтăрмах пулма пултарать: тĕрлĕ инкекре пачах ас туми самантсем те пулма пултараççĕ. Документ вара пур чухне те пулмасть. Çакăн йышши тĕслĕхре çын кам пулнине палăртма йывăр. Кунта вара дактилоскопи информацийĕ вырăнлă пулнă пулĕччĕ. Çакă чи малтан çынна хăйне кирлĕ. Дактилоскопи информацине алă пÿрнисен папилляр йĕрĕсенчен илеççĕ.
Паянхи условисенче дактилоскопи енĕпе регистрациленнĕ кашни çыннăн докуменчĕсем юрăхсăра тухсан, инкеклĕ тĕслĕхсенче (шыв илсен, çĕр чĕтренсен, пушар пулсан, терактсенче, транспорт çинчи инкеке пула çухату тÿссен) хăйсем кам пулнине çирĕплетмелли гаранти пур. Енчен те çын хăй пирки тулли хурав параймасть пулсан дактилоскопи пĕлĕшĕсене çухалнă çывăх çынсене тупма май парать.
Патшалăхăн çынсем хăйсен ирĕкĕпе пурнăçлакан дактилоскопи регистрацине федерацин «Раççей Федерацийĕнчи патшалăхăн дактилоскопи регистрацийĕ çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн çын пурăнакан вырăнта тата вăл ыйтса çырнă тăрăх пурнăçлаççĕ. Çакна ĕç тăвакан влаçăн миграци сферинчи тĕрĕслевпе надзор ĕçĕшĕн ответлă орган тăвать. Ăна валли çак документсем кирлĕ: çирĕплетнĕ тĕслĕхпе регистрацилеме ыйтса çырни, паспорт, 14 çул тултарманнисен çуралнине çирĕплетекен свидетельство кăтартмалла.
Р. Илларионова калаçнă.