09 июля 2011 г.
Çитменлĕхсене пĕтермеллех
Чăваш Ен милицине йĕркеленĕренпе кăçал 91 çул çитрĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕ шăпах уяв умĕн иртнĕ ларура хăйĕн çур çулхи ĕçне пĕтĕмлетрĕ. Пĕтĕмĕшле ÿкерчĕк вара уявра савăнмалли сăлтавсем сахалрах пулнине кăтартса пачĕ.
Ĕçе тишкерсе пĕтĕмлетÿ тума Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн çумĕ О.Н. Яковлев та хутшăнчĕ. Лару пуçламăшĕнчех вăл пĕтĕмлетĕве ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пурте килменнине курса: «Эпир пурте пĕр ĕç тăватпăр – йĕркелĕхшĕн яваплă», – тесе аса илтерчĕ.
Олег Николаевич районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçĕпе тĕплĕн паллашни, ăна сăнаса пыни тÿрех курăнчĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Е.И. Плечов иртнĕ тапхăрăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсемпе паллаштарас умĕн министр çумĕ ĕçри япăх тата лайăх енĕсене палăртса хăварчĕ.
Пирĕн район территорийĕнче çын вĕлернĕ тĕслĕхсем нумайланнă. Çитменнине тата вĕсем çемьери йăла ыйтăвĕсем çинче никĕсленнĕ. Апла пулсан чăнах та ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çинче те явап пур. Тепĕр самант – çул çитменнисем преступлени тунă хисеп те ÿссе пырать, урамра тунă преступленисем те çак çулпах каяççĕ.
Çакăнпа пĕрлех лайăх ен те пур – преступленисене уçса парасси малтанхинчен пысăкрах.
Çакăн пек пулса тухнă лару-тăрăва шута илсе çитес вăхăт валли хушма тĕллевсем лартса вĕсене пурнăçлассипе тăрăшмалла пулать шалти ĕçсен пайĕн.
Министр çумĕ кала-нине Е.И. Плечов доклачĕ уçăмлатса пачĕ. Уйрăмах йывăр преступлени улттă, йывăр преступленисем 53 пулнă ку тапхăрта. Çынна вĕлернине, вĕлерессипе хăратса тунă преступленисене пурне те уçса панă. Ултă уйăхра пулнă 204 преступленин 89,1 процентне уçса пама пултарнă. Ку вăхăта уçса паман преступленисенчен ытларахăшĕ ют пурлăха вăрлассипе çыхăннă. Çакă шăпах преступленисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕн пысăк пайне йышăнать те.
Çул çитменнисем 12 преступлени тунă çак тапхăрта. Ачасем тунă преступленисенчен 4-шĕ йывăр, 6-шĕ вăтам йывăр шутланаççĕ. Кунсăр пуçне ачасем çинче йывăрах мар тата уйрăмах йывăр пĕршер преступлени.
Муркаш, Москакасси, Шетмĕпуç, Йÿçкасси, Уйкас Янасал, Чуманкасси, Юнкă тата Хорнуй ял тăрăхĕсенче йĕркене пăснă тĕслĕхсем нумайланнă.
Превентивлă преступленисене тупса палăртассипе япăх ĕçленине палăртрĕ министр çумĕ. «Ялсенче упăшкисем арăмĕсене хĕнеççĕ. Çакна нивушлĕ никам та пĕлмест – участковăйсем те, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем те; Çынна хĕнекенсене, асаплантаракансене тупса палăртманни шăпах йывăр преступленисене тума çул парать те», – çапла пулчĕ министр çумĕн асăрхаттарăвĕ.
Апла пулсан çемьесем мĕнле пурăннипе ытларах интересленмелле. Çемьесенче вара хирĕçÿ-харкашу нумай чух эрех ĕçсен тухать. Çакна май тепĕр ыйту та çуралать: ялсенче спиртлă шĕвек е сăмакун сутакансемпе те хытăрах кĕрешмелле.
Ку тĕлĕшпе участковăйсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен информаци тулли пулмаллине палăртрĕ Олег Николаевич. Çавăнпа та районти шалти ĕçсен пайĕн милицин участокри уполномоченнăйĕсен ертÿçине ял тăрăхĕсенчи профилактика канашĕсен ĕçне тĕплĕ тишкерсе пĕтĕмлетÿ тума хушрĕ. «Эрех ĕçсе харкашма юратакансене административлă майпа явап тыттармалла, çемьесенче тухакан преступленисене тупса палăртмалла. Унсăрăн нимĕнле профилактика та пулмасть», – терĕ министр çумĕ.
Ларура О.Н. Яковлев милицинчен полицие куçас йĕрке республикăра мĕнле пулса пынипе те паллаштарчĕ. Пирĕн районти шалти ĕçсен пайĕ ытти хăш-пĕр районсенчи пек кÿршĕсемпе пĕрлешмест, уйрăммăнах юлать. Ку пулăм районта миçе çын пурăннипе çыхăннă.
Шалти ĕçсен пайĕн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе те, район администрацийĕпе те тачă çыхăнура пулмалла. Акă район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан В.А. Калинин çитес вăхăтрах район бюджетĕнчен шалти ĕçсен пайĕ валли 100 пин тенкĕне яхăн уйăрса парассине пĕлтерчĕ. Çапла вара ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсене паянхи кун питĕ кирлĕ видеофиксатор илесси пирки сăмах пулчĕ.
Маларах асăннă çитменлĕхсене пĕтерме вара милиционерсен тепĕр виçĕ уйăх пур. Çирĕп ыйтасси паянах куç кĕрет.
Н. Николаева.