09 июля 2011 г.
Вĕренÿ çулне – çĕнĕ стандартпа
Сентябрĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа пирĕн çĕр-шыври пур шкул та патшалăхăн çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕсем çине куçать.
Мĕнпе уйрăлса тăраççĕ-ха вĕсем малтанхи вĕренÿ стандарчĕсенчен?
Малтанах çакна каламалла. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне пĕрремĕш классем валли çĕнĕ кĕнекесем кăлармалла. Вĕсене нумай улшăну кĕртнĕ. Пĕрремĕшĕ – вĕсенче кашни ачан уйрăм аталанăвне, вĕренÿ йĕркелĕвне, ăс-тăн пухăвне тата тавра курăмне никĕсе хунă. Иккĕмĕшĕ – çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн вĕренÿ планĕ малтанхи пек эрнере 25 сехетрен мар, 30 сехетрен тăрать. Çавăнпа та уроксем хыççăн ачасем хăйсем суйласа илсе тĕрлĕ енлĕн аталанма пултараççĕ. Кунта юрă-ташă, спорт, тĕрлĕ проектсем тăвасси, вĕренÿри пĕлĕве техника енчен тарăнлатасси тата ытти те кĕрет. Кашни шкул, ашшĕ-амăшĕ, учитель çаксене ачасен кăсăкланăвĕ тăрăх суйласа илет.
Çĕнĕ стандарт çине куçмашкăн кашни вĕрентекенĕн çĕнĕ технологипе ĕçлемелле пулать. Мĕншĕн тесен çĕнĕ программăсем кашни ачана çĕнĕлле аталантарма палăртнă. Çавăн пекех вĕсем кашни ачан, кашни ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачинчен вĕренÿри пахалăх ответлăхне çирĕпрех ыйтма пăхса хăварнă.
Пĕрремĕш классемпе ĕçлеме палăртса хăварнă учительсене ятарлă курссенче пĕлÿ парса ĕçе пуçăнма хатĕрленĕ ĕнтĕ. Пур шкулта та вĕсем валли çĕнĕ компьютерсем, вĕренÿ хатĕрĕсем туянса хунă.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен кашни ашшĕ-амăшĕн шкулти вĕренÿ планĕпе паллашмалла. Шкулăн çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртмелли майсене тишкерсе тухса ăна кирлĕ пек тивĕçтермелле.
Паян ачасене тĕрлĕ енлĕн аталантарма майсем сахал мар. Вĕсене районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ, çамрăк техниксен станцийĕ, ача-пăча искусство шкулĕ, ачасен пултарулăх çурчĕ тата ыттисем те туса пыраççĕ. Çавăнпа та хăш-пĕр ашшĕ-амăшне ачисем çак хушма шкулсене уроксем хыççăн çÿресси хумхантарма пултарать. Кун пирки çакна каламалла. Ачасем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсем уроксем хыççăнхи хушма занятисене шкулта та, çавăн пекех хушма пĕлÿ паракан вĕрентÿ заведенийĕсенче те суйласа илме пултараççĕ. Эпир Чуманкассинчи вăтам шкулта районти хушма пĕлÿ паракан пур вĕрентÿ учрежденийĕпе те килĕштерсе ĕçлетпĕр.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен пуçласа пирĕн шкулта районти ача-пăча искусство шкулĕн филиалне уçма палăртнă. Ятарлă инструментсем илсе хатĕрленĕ.
Çакна та палăртса хăвармалла: паян районти пур вăтам шкулсенчен пирĕн Чуманкассинчи вăтам шкулта анчах «Тракторист-машинист категории В,С,Е» специальноçпа вĕренсе 11 класс пĕтернĕ тĕле алла свидетельство илме май пур. Çавăнпа та эпир аслă классенче вĕренекенсене хамăр пата вĕренме чĕнетпĕр.
В. Васильев,
Чуманкасси шкул директорĕ, районти шкул директорĕсен канашĕн
председателĕ.