Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эко-почтальонсем вулакансем патне васкĕç

09 июля 2011 г.

Эко-почтальонсем вулакансем патне васкĕç

Июль уйăхĕнче Раççей почти хăйĕн историйĕнче пĕрремĕш хут почтальонсем валли велосипедсем туянассипе масштаблă акци ирттерет. Предприяти сотрудникĕсем валли пĕтĕмпе 16 пин единица экологи транспорчĕ туянĕç. Велосипедсене хаçат, çыру валеçессипе 10 çухрăм ытла утакан почтальонсем тивĕçĕç.

Почтальонра ытларах хĕрарăмсем ĕçлеççĕ. Çавăнпа туянакан 15876 велосипедран 15690 моделĕ хĕрарăмсем валли кăларнисем.

Утсăр урапапа усă курни почтальонсен ĕçне çăмăллатма тата корреспонденцисем çитерессине хăвăртлатма май памалла.

Пензăри велосипедсен завочĕ почта ыйтнипе çĕнĕлĕхсем те кĕртнĕ. Урапан алюмини кăшăлне хурçăпа улăштарнă. Покрышкăсене çирĕпреххисене лартнă. Рульпе ларкăчне те улăштарнă. Кирлĕ пулсан завод запас пайсемпе тивĕçтерме шантарать.

Муркаш почтамтне 10 велосипед уйăрса параççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика