09 июля 2011 г.
Çемье тĕрекне упрăр
Çут тĕнчене çĕнĕ кайăк килнишĕн ашшĕ-амăшĕ нимрен ытла савăнать. Çывăх çын яланлăхах куç хупнишĕн пĕтĕм тăван-пĕлĕш чĕререн хурланать. Çак икĕ пулăм хирĕçле туйăмсем çуратаççĕ пулин те, халăхăн пурнăçĕн шайне палăртаççĕ.
Иртнĕ çур çулта районта 199 ача çуралчĕ: 103 арçын ача, 96 хĕр ача. Ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 6 ача нумайрах. Муркаш, Москакасси, Çатракасси, Мăн Сĕнтĕр, Оринин тата Юнкă ял тăрăхĕсенче ку енĕпе лару-тăру ыттисенчен лайăхрах.
Анлă сарăлнă ятсем çинче те чарăнса тăрас килет. Арçын ачасене ытларахăшĕ Дмитрий, Кирилл, Даниил ятсем хурать, хĕр ачасене – Виктория, Екатерина тата Ксения.
Нумай ачаллă çемьесем те хушăнса пыраççĕ. Çак тапхăрта вĕсен йышне пĕлтĕрхинчен (37) 10 çемье ытларах кĕчĕ.
Тепĕр лайăх самант та пур – çемьесем арканни сахалрах. Ку таранччен кăçал 23 çемье арканнине регистрацилеме тиврĕ пулсан, пĕлтĕрхи кăтарту – 48 çемье. Çĕнĕ çемьесем вара ытларах Йÿçкасси, Москакасси, Çатракасси тата Муркаш ял тăрăхĕсенче йĕркеленчĕç. Пурĕ районта 73 мăшăр çемье çавăрма кăмăл турĕ. Пĕрлешекенсенчен нумайăшĕ 18–24 çулсенче.
Шел те, юлашки çулсенче сыхланса пыракан япăх туртăм пирĕн районта та пур. Пурнăçран уйрăлакансем çуралакансенчен нумайрах – 295 çын. Анчах та çак цифра пĕлтĕрхи палăртнă тапхăртинчен (324) пĕчĕкрех пулни те кăшт кăмăла хăпартать. Вилнĕ 154 арçыннăн вăтам çулĕ 63 çулпа танлашать. Хĕрарăмсем пурĕ 141 çын çĕре кĕнĕ, вĕсен вăтам çулĕ – 75 çул.
Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче мăшăрланнине регистрацилени пулмарĕ, анчах та паян районта тата тепĕр çемье хутшăнчĕ. Çемьеллисене, юратакансене тата пĕр-пĕрне шанакансене ĕнерхи уявпа саламласа çемье тĕрекне, ăшшине упрама сунатăп.
Е. ИВАНОВА,
ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ.