Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пулă ĕрчетес ĕçе кÿлĕнтĕмĕр»

09 июля 2011 г.

«Пулă ĕрчетес ĕçе кÿлĕнтĕмĕр»

Юлашки çулсенче килти хушма хуçалăхран тухса йĕркеленнĕ хресчен (фермер) хуçалăхĕсем йышланчĕç. Çакă ял çынни çĕр ĕçĕнче те бизнеса аталантарма май тупнине çирĕплетет. Ку, паллах, ырă пулăм. ХФХ ертÿçисем вара хăйсен хуçалăхĕсенче тырă-пулăпа çĕр улми тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе çеç лăпланмаççĕ. Кăçал акă Игорь Скворцов хресчен (фермер) хуçалăхĕ пулă ĕрчетес ĕçе кÿлĕнчĕ. Ку бизнес район территорийĕнче çĕнĕлĕх пулнăран тата çитес вырсарни кун пулăçсен профессиллĕ уявне уявланăран çак кунсенче Игорь Георгиевичпа тĕл пултăм.

Эпир пынă чух кунта ĕçлекенсем вăхăт çитнине кура пулăсене черетлĕ апатлантаратчĕç. Таврари илемлĕх, уçă сывлăш тата пулăсем апатшăн шывран сиксе «антăхни» чуна лăпкăлăх кĕртрĕ. Ытларах кăсăкланса кайрăм. «Экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци», – вĕлтлетрĕ пуçра пĕрремĕш шухăш.

Манăн шухăша сиссех фермер калаçу пуçарчĕ.

– Çĕр-шывра рынок хутшăнăвĕсем анлă вăй илнĕ вăхăтра специализаци ыйтăвĕ мала тухать. Çакна курса-пĕлсе тăрса тата обществăра вырăнти пулă продукцийĕн ыйтăвĕ çивĕч тăнине шута илсе хамăн хресчен фермер хуçалăхĕн ĕçне пулă ĕрчетессине кĕртме шутларăм.

– Пĕччен тумалли ĕç мар вĕт-ха ку; – кăсăкланатăп калаçăва сыпăнтарса.

– Çакна ăнланса хампа пĕр шухăшлă юлташсене пĕр чăмăра пуçтарса калаçу ирттертĕмĕр: кăçаллăха çĕнĕ ĕçе кÿлĕнмелли укçа-тенкĕн пысăк суммине кредит парăмне кĕмесĕр хамăр кĕсьерипех çавăрттарса пăхас терĕмĕр, – пулчĕ фермер хуравĕ.

Тырă-пулă, çĕр улми хакĕсем вылянă вăхăтра çĕнĕ бизнес усăллă пуласси пирки эпĕ те иккĕленместĕп. И. Скворцовăн шухăш-ĕмĕ-чĕсем те манăнни пекех.

Юлашки çулсенче патшалăх та ял хуçалăхĕнче çĕнĕлĕхсем аталантарма сĕнни, ку енĕпе хăй пулăшма шантарни пирĕн ентешĕмĕрсем пирки тенĕнех туйăнать. Ан ÿркен, ĕçле кăна!

Çамрăксен ушкăнĕ пулă ĕрчетессипе интернетри хыпарсемпе паллашнă хыççăн районти пĕр пĕвене (адресне калама тăхтама ыйтрĕç) арендăна илчĕ. Ун çывăхĕнче тирпей-илем тунă хыççăн пĕвене садок (пулă клетки) ячĕç. Унта валли Белгород облаçĕнчен карпсем туянса килчĕç.

Паян фермер кунта тупăш илессине малти вырăна хумасть.

– Пур ĕçре те куçа курăнман вăрттăнлăхсем пуррине пĕлсе кăçал сăнавлă майпа ĕçлесе пăхас терĕмĕр. Ĕçсем кал-кал пулса пырсан, унти вăрттăнлăхсене алла илсен тата кĕркунне продукци калăпăшĕ хамăр палăртнă виçене çитсен ĕмĕтсем татах пысăк. Кун пек чух çитес çул ĕçсен калăпăшне пысăклатма патшалăхран та пулăшу ыйтса пăхас тĕллевсем пур. Çавăнпа кăçалах тупăш пирки калаçмастпăр-ха, – тет Игорь Георгиевич куçне пĕве çинчен илмесĕр.

Пулă ĕрчетессине промышленность шайне çитерсен вĕсене апатлантарасси те тĕп вырăна тухать. Çакна ăнланса хальлĕхе пулă апатне кÿршĕ регионсенчен турттарса килеççĕ пулсан, çитес çул апат хатĕрлемелли цеха вырăнта уçма шутлани те вĕсем çĕнĕ ĕçе пуçĕпех кĕрсе кайнине çирĕплетет.

– Камсем пулăшаççĕ-ха çĕнĕ пуçарура; – кăсăкланатăп малалла.

– Пире ăнланакансем чылаййăн пулни савăнтарать, çанă тавăрсах ĕçлеме хавхалантарать. Малтанах пулла çÿреме юратнă тăвансем пирĕнпе пĕрле пулма килĕшрĕç. Пирĕн экспериментлă ĕçе район администрацийĕнче те тĕксе ямарĕç. Чăваш ял хуçалăх академийĕн ăсчахĕсем те пире наука тĕлĕшĕнчен пулăшу пама пулчĕç. Куратăр вĕт, эпир пĕччен мар, – пулчĕ хурав.

Пĕччен хулă хуçăлать пулсан шăпăра çыхнисем умри çÿп-çапа пĕтĕмпех шăлса каяççĕ. Çапла пултăрччĕ те маларах асăннă фермерăн ĕçĕ. Çак шухăшпа эпĕ пĕве хĕрринчен тапрантăм...

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика