09 июля 2011 г.
Ыхра
Кĕрхи ыхраран пысăк тупăш илме пулнине илтнĕ-ха эпĕ. Манăн пахчари ыхра вара ытлах аталанаймасть, тĕллĕн-тĕллĕн сарăхать. Ку тĕлĕшпе ытти пахчаçăсен сĕнĕвĕсене пĕлес килет.
Хаçат редакцине килнĕ çыруран.
Хаçат вулакана пулăшас тĕллевпе эпир редакцин кулленхи хăнине Леонид Фадеев агронома калаçăва чĕнтĕмĕр.
– Чăнах та кĕрхи ыхраран сахал мар тупăш илме пулать, енчен те ăна тĕрĕс пăхас пулсан. Ăна пăхассинче кăткăссиех çук. Ыхра хĕвел çути лайăх ÿкекен вырăна кăмăллать. Нÿрĕк çитеймесен унăн çулçисем шуралаççĕ, тăррисем пĕтĕрĕнеççĕ. Ытлашши йĕпе те вĕсемшĕн меллех мар.
Ыхра лартмалли йăрана ăна лартиччен 1 – 1,5 уйăх маларах хатĕрлемелле. Çĕре апатлантарса касса хумалла, пăхăр купоросĕпе (10 литр шыв çине 1 апат кашăкĕ) шăвармалла. Пĕр тăваткал метр çине 1 литр хутăш кирлĕ. Çакăн пек хатĕрленĕ йăрана ыхра лартичченех çутă хутпа витмелле.
Лартас умĕн ыхрана уйрăм шăлсем çине уйăрмалла, икĕ минут хушши тăвар шыв (5 литр шыв çине 3 апат кашăкĕ тăвар ямалла) çине ярса лартмалла. Ун хыççăн 1 минут пăхăр купоросĕ (10 литр шыв çине 1 чей кашăкĕ кирлĕ) çинче тытмалла. Лартнă ыхрана çу каçипе 2-3 хутчен апатлантарсан та аван. Ăна валли кайăк-кĕшĕк тата ĕне выльăх каяшĕ вырăнлă. Икĕ эрнере пĕрре кăпкалатма та манмалла мар. Хăш-пĕр пахчаçă вара ыхра туни таврашĕнчи тăпрана сирсе тухать, çапла тусан унăн пуçĕ ытларах ÿсет. Август уйăхĕн çурринче ыхрана кăларма пуçламалла.
Хăш чухне вара ыхра шăлĕсене лартма шел пек туйăнать, ун пек пулсан унăн вăррисене лартсан та аван. Кишĕр, хăяр, ыхра тата сухан лартнă йăрансем çине ыхра лартма тăрăшмалла мар. Купăста, пăрçа, мăн хăяр лартнă йăрансене вара вăл питĕ кăмăллать. Кĕрхи ыхрана сентябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçăнса октябрĕн 10-мĕшĕччен лартсан аван. Сивĕсем пуçланиччен лартнă ыхран тымарланма ĕлкĕрмелле. Çакăн пек ÿстеретĕп эпĕ ыхрана хамăн пахчара.