Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулла тимлĕх ыйтать

09 июля 2011 г.

Çулла тимлĕх ыйтать

Илемлĕ çу кунĕсем тăраççĕ. Юлашки вăхăтри шăрăх çанталăк выльăх пăхакансемшĕн те хăйне евĕр ыйтусем кăларса тăратрĕ. Шăрăх кун выльăхсен продуктивлăхĕ çине витĕм кÿрет-и; Мĕнле уйрăмлăхсене шута илмелле çакнашкал вăхăтра улăхсенче ĕнесем кĕтнĕ чух; Çак ыйтусем килти хушма хуçалăхра ĕне-выльăх тытакансене канăç паманнине шута илсе паянхи калаçăва «Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен Муркаш районĕн станцийĕ» патшалăх учрежденийĕн выльăх тухтăрне А. ФЕДОРОВĂНА чĕнтĕмĕр.

– Калаçăва вăхăтра пуçарнишĕн хаçат редакцине тав тăватăп. Каламасăрах паллă, ĕнесем пăхас ĕçре ял çынни вĕсене çуллахи вăхăтра улăх-çаранта çÿретет. Çакă йÿнĕ хăйхаклăхпа ытларах продукци илессипе çыхăннă. Ку технологие çирĕп пăхăнсан ĕнесен продуктивлăхĕ те, вĕсен сывлăхĕ те, пăру çуратаслăхĕ те лайăхланать. Кунта тулашри çут çанталăк условийĕсем те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Выльăх организмĕшĕн ытлашши сивĕ те, шăрăх та усăллах мар. Сывлăшăн пысăк температури продуктивлăха тата ĕçлеслĕхе чакарать, ывăнтарать, тарлаттарать т. ыт. те. Шăрăх çанталăкра выльăхсене хăвăрт хăвалани, лашасене йывăр ĕçлеттерни вĕсене ăшăпа аптăратма пултарать. Кун пекки выльăх-чĕрлĕхе вилесси патне те илсе çитерейрет.

Сывлăш температурин гигиена пĕлтерĕшĕ пур. Вăл тăван тавралăхпа чĕрĕ организм хушшинчи ăшă ылмашăвне йĕркелессипе çыхăннă.

Ял хуçалăх выльăхĕсен кĕлетке температури яланах 36–42 градус. Выльăхсем сывлăш температурин тĕрлĕ виçисене тĕрлĕрен хăнăхаççĕ. Пысăк температурăна лайăхрах хăнăхаканнисем – лашасем, начартарах – сурăхсем. Вăтаммисен шутĕнче мăйракаллă шултра выльăхсемпе сыснасем. Шăрăх çанталăка мăнтăрах мар, ÿт-тир çинче çăм сахал, çăтăрах тĕслĕ выльăхсем лайăхрах ирттереççĕ. Мăнтăррисем тата çăмлă та хура тĕслисем – йывăррăн.

Сывлăш температури хăвăрт улшăнни выльăхсене шăнса чирлесси патне илсе çитерет. Вăтам улшăнусем – выльăхсемшĕн чи меллисем.

Выльăхсем сивĕ температурăна шăрăхран лайăхрах тÿсĕмлĕ.

Шăрăх çанталăкра выльăхсем нумай тарлани организмшăн кирлĕ тăварсемпе витаминсем çухаласси патне илсе çитерет. Шăрăх кунсенче чĕр чунсем тарласа 58 процент таран шыв çухатаççĕ. Ĕнене пĕр литр сĕт хатĕрлесе çитерме 4–5 литр шыв кирлĕ. Çав вăхăтрах выльăх талăксерен 30 литр таран шыв сывласа кăларса ярать. Енчен те ĕнесем 15–20 процент сахалрах шыв ĕçеççĕ пулсан вĕсем патне шыв ĕçме хушма савăтсем лартса памалла. Шыв ĕçмелли вырăнсем кĕтÿ çÿренĕ вырăнсенчен катара пулмалла мар. Енчен те çывăхра çырма е пĕве пулмасан шыв транспортпа турттарса килессине йĕркелемелле.

Сыснасене илсен вĕсене çуллахи вăхăтра уçăлтарма кăларни вырăнлă. Хĕвел питтинче сыснасене ăшă ан çаптăр тесен уçăлтарма кăлармалли вырăнсене ÿплесем айне тумалла. Унта вара шыв ĕçме ятарлă вырăнсем тытмалла. Сыснасем шывра йăваланни – вĕсемшĕн шăрăх çанталăкри «парне».

Выльăх организмĕнчи каялла тавăрмалла мар процессем кĕлетке температури 43–44 градуса çити ÿссен, кайăк-кĕшĕксен 47 градуса çитсен пуçланать.

Çанталăк шăрăх тăнă чух выльăхсем ăшăпа е хĕвел çутипе аптăраса ÿкме пултараççĕ. Çавăнпа та çак тапхăрта вĕсене пăхма меллĕ условисем туса парасси – выльăх пăхакансен, килти хушма хуçалăх тытса пыракансен пĕрремĕш тĕллевĕ.

Выльăхсем ăшăпа антăраса ан кайччăр тесен:

– выльăхсем тăракан пÿлĕмсенче сывлăш температурине чакарма мелсем шырамалла;

– сарайсемпе витесенче сывлăш куçассин хăвăртлăхне пысăклатмалла;

– выльăхсем пĕр çĕре пухăнса тăрассинчен асăрханмалла, шăвармалла е сивĕ шывпа пĕрĕхмелле;

– рациона витаминсемпе пуян апат хушмалла;

– шăрăх вăхăтра ĕçлекен лашасене 11–15 сехетсем тĕлĕнче кантармалла;

– кĕтÿсене ирпе-каçпа çÿрессине йĕркелемелле;

– кăнтăр кунĕсенче выльăхсене сулхăнра е вентиляци лайăх ĕçлекен пÿлĕмсенче тытмалла;

– выльăхсене тăтăш ĕçмелли таса шывпа тивĕçтермелле.

Халĕ асăннă сĕнÿсене пăхăнакансем кăна выльăхсен продуктивлăхĕ чакмасса шанма пултараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика