Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Питрав

09 июля 2011 г.

Питрав

Питрав – чиркĕвĕн пысăк уявĕсенчен пĕри. Ăна пирĕн районта Турай тăрăхĕнче уйрăмах анлăн уявлаççĕ, мĕншĕн тесен шăпах çак кун Турай чиркĕвĕ хăйĕн престол уявне паллă тăвать.

Уяв кунĕнче вара типĕрен тухсан пысăк хуранта шÿрпе пĕçернĕ. Ăна çиме çывăх тăванĕсене чĕннĕ. Çуркунне хатĕрлесе хунă сăра пичкине те Питрав кунĕнче пуçланă.

Çимĕк хыççăн пуçласа Питравчен православи тĕнне ĕненекенсем типĕ тытаççĕ. Типĕ мĕн чуль тăсăласси Мăн кун хăçан пулнинчен килет.

Çапла вара чи вăрăма тăсăлакан Питрав типпи ултă эрне чухлĕ пулма пултарать, чи кĕски – сакăр кун. Çак типĕне тытнине Христоса ĕненекенсем Петрпа Павел апостолсем Святой Сывлăшран пил илнĕ хыççăн типĕ тытнине тата кĕлĕ вуланине тĕслĕх вырăнне илсе пурнăçланă.

Уяв умĕн типĕ тытни уявăн пĕлтерĕшĕ те пысăк пулнине çирĕплетет. Хуларан хулана, çĕр-шывран çĕр-шыва куçса Петрпа Павел апостолсем Христос вĕрентĕвне сарса çÿренĕ. Çак ырă ĕçпе вĕсем ытти апостолсенчен ытларах палăрса тăнă. Турă ахальтен мар ĕнтĕ: «Эсĕ – Петр, çак чул çинче эпĕ Хамăн Чиркĕве йĕркелесе ярăп», – тесе каланă. Кунта чул тенине тÿрĕ пĕлтерĕшпе ăнланма кирлĕ мар, апостол Турра çирĕп ĕненни тесе ăнланмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика