11 мая 2011 г.
Улăх-çарана хăнăхтарасси çинчен
Мал ĕмĕтпе пурăнакан ял çынни паян çурхи ака-суха ĕçĕсенче вăй хурать. Умра мĕн акни-лартнине таса-сывă пăхса ÿстересси, утçине хатĕрленесси тата выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ хатĕрлесси. Ку вăхăтра уй-хирсемпе улăх-çарансем трактор-машина шавĕнчен пушанаймаççĕ те. Курăк тапраннине кура выльăх-чĕрлĕхе улăх-çарана кăлармалли вăхăт та çитрĕ. Çу кунĕсем çывхарнă май выльăхсене улăх-çаранта çÿретмесĕр вĕсен продуктивлăхне тивĕçлĕ ÿстересси, пăрусем илесси тата выльăхсен сывлăхне çирĕплетесси иккĕленÿллĕ.
Ĕнесене улăх-çарана кăларасси – пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе пĕрлех ял çыннисемшĕн те чăтăмсăр кĕтнĕ вăхăт. Вĕсем çак вăхăт хăйсен килти хушма хуçалăх экономикишĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине, выльăхсен сывлăхĕшĕн усăллине, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен тĕрекне вăйлатма меллине ăнланаççĕ. Кунсăр пуçне выльăхсем çарана тухсан вите-сарайсене кантарма, вĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерме, çĕнĕлĕхсем кĕртме пулать. Анчах ял çыннисен çак тапхăра хатĕрленнĕ май малтанах картара утă-улăм мĕн чухлĕ юлнине шута илмелле. Çакă выльăхсене симĕс курăк çине кăларса апатлантарăва улăштарнă вăхăтра уйрăмах кирлĕ, мĕншĕн тесен нумай хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăхсем çăва начарлансарах тухаççĕ. Уйрăмах кăçал. Çак вăхăтра вырăнсенчи специалистсем кашни выльăхпах диагностика тĕпчевĕ, профилактика прививкисем, тĕрлĕ хуртсене эмел парса пĕтерес ĕçсем тата ерекен чирсемпе кĕрешмелли плансемпе килĕшÿллĕн ветеринарипе санитари мероприятийĕсем пурнăçлаççĕ.
Асра тытмалла, ĕнесене улăх-çарана кăларас умĕн агрономсемпе зоотехниксен çав вырăнсене пăхса тухса актпа хак памалла, пĕрле пулса çарансене темиçе ана çине пайламалла. Вĕсемпе черетпе усă курссине пурнăçа кĕртсен сĕт памалли ĕнесем валли тăтăшах çемçе курăк пулĕ. Улăх-çарана тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа тултарса лартасран тăтăшах пăхса тăмалла, вăхăтра тасатмалла. Унта наркăмăшлă япаласемпе минераллă удобрени миххисем пуласран питĕ сыхланмалла. Выльăхсем улăха тухмалли çулсене, вĕсем çинчи кĕперсене кая юлмасăр юсамалла, улăхсенчи шурлăхлă вырăнсене паллă тумалла, ĕнесене шăвармалли вырăнсене тирпейлемелле тата унти шыва ĕнесем тухиччен лабораторире тĕрĕслеттермелле, выльăхсен кăнтăрлахи кану вырăнĕсемпе çуллахи лагерĕсене йĕркелемелле.
Улăх-çарана тухас умĕн выльăхсем тĕлĕшпе ветеринарсемпе зоотехниксен тĕрĕслевне ирттермелле, вăйлăрах тăрантармалли выльăхсене уйрăм ушкăнсене пĕрлештермелле. Çулленхи практика çакна çирĕплетсе парать: ĕнесене хĕллехи рационтан (протеинпа чухăн та клетчаткăпа пуян) çуллахи сĕтеклĕ апат çине куçарнă тапхăрта вĕсен вар-хырăмĕ час-часах пăсăлать. Çавна пула сăвăм, сĕтри çу хисепĕ чакать. Çапла ан пултăр тесен ĕнесене ир-каç утă-улăм çителĕклĕ памалла, микро- тата макроэлементсемпе, тăварпа ытлă-çитлĕ тивĕçтермелле.
Ĕнесене улăх-çарана хăнăхтарасси – васкамасăр пурнăçламалли ĕç. Малтанхи икĕ кунĕнче ĕнесене улăхра 2-3 сехетрен ытла çÿретмелле мар. Тепĕр эрнерен çак вăхăта 10-12 сехете çитерсен те юрамалла. Çак тапхăрта пăру-тынашкасем, пăруламалли ĕнесем, хĕл каçа ытларах начарланнă тата чирлесе ирттернĕ выльăхсем тĕлĕшпе тимлĕрех пулмалла. Çăва тухнă май выльăхсене симĕс апата майĕпен хăнăхтарса пыни продуктивлăха тивĕçлĕ шайра упраса хăварма пулăшать.
Маларах каланине шута илсен ĕнесене улăх-çарана кăлармалли вăхăт çывхарнă май хуçалăхсенче кĕтÿçсем хатĕрлесси малти вырăна тухать. Куçару тапхăрĕнче кĕтÿçсем ĕнесене пĕрремĕш пулăшу пама пĕлни вырăнлă. Çакна валли вĕсене медицина аптечкипе, троакарпа, ытти хатĕрсемпе тивĕçтермелле тата вĕсемпе усă курма вĕрентмелле. Хăй ĕçне лайăх пĕлекен кĕтÿç – зооветспециалистшăн пысăк тĕкĕ.
Кĕтÿç кĕтÿçпе те, анчах выльăхсене улăх-çарана кăларнă тапхăрти пĕлте-рĕшлĕ профилактика мероприятийĕсенчен пĕри вăл – выльăхсене çĕпĕр язвинчен, эмкартан, ытти инфекциллĕ чирсенчен вăхăтра вакцинăласси. Прививкăсене мăйракаллă шултра выльăхсене, сурăхсемпе качакасене, лашасене çур çул хушăпа çулталăкне икĕ хут тумалла: пĕрремĕш тапхăрĕ – çуркунне выльăхсене çарана кăлариччен, кайран – выльăхсене витене хупнă чух. Эмкартан выльăхсене улăха илсе тухиччен 2 эрне маларах профилактика прививки тумалла (çак вăхăтра активлă иммунитет çирĕпленет). Улăха тухакан ĕнесен чĕрнисене, мăйракасен шĕвĕр вĕçĕсене касмалла.
Выльăхсене улăх-çаранта çÿретес тапхăр вăл – йÿнĕрех хăйхаклăхпа ытларах продукци илмелли, кунпа пĕрлех вите-сарайсене çитес хĕле хатĕрлемелли ăнăçлă вăхăт. Çакна шута илсе выльăхсене кĕтĕве е çуллахи лагерьсене кăларсан пĕрремĕш кунранах вите-сарайсене çитес хĕле хатĕрлеме пуçламалла. Ăшă çу кунĕсем хăвăрт иртĕç.
А. ФЕДОРОВА,
выльăх чирĕсемпе
кĕрешекен районти
станцин ветврач-
терапевчĕ.