11 мая 2011 г.
Муркаш çĕнĕ тум тăхăнать
Çулленех çурхи кунсем çитсе килнĕ май Муркаш урамĕсенче чечексем куçа илем кÿме тытăннине хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Кăçал та Аслă Çĕнтерÿ уявĕ умĕн çак ĕçе йĕркелерĕмĕр. Малтанлăха 3,5 пин тĕп чечек лартса тухрăмăр. Ку ĕçе килĕшÿ туса ятарлă бригадăна явăçтарнă. Е.Я. Волкова ертсе пынипе О.Н. Смородинова, Л.Н. Иванова, В.С. Никитина, Л.К. Строгова, Г.Н. Иванов чечексем лартас ĕçе ответлăха туйса пурнăçлаççĕ. Пĕтĕмпе вара кăçал 15 пин тĕпрен кая мар чечек лартса хăварма палăртатпăр.
Анчах çак илеме сыхласа хăварасси пирки те манма кирлĕ мар. Вăрттăнлăх мар, хăш чухне лартнă чечексем çине выльăхсене кĕртсе янă е таптаса пĕтернĕ тĕслĕхсене те курма пулать. Тĕрĕссипе каласан ку вăл çак илем çине сурни пулать. Манар мар: ку илем хамăршăнах. Çавăнпа та лартса хăварнă чечексене вăхăтран вăхăта шăварасси пирки те шухăшласчĕ.
Н. НИКИТИН,
Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.