Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район уй-хирĕсенче

11 мая 2011 г.

Район уй-хирĕсенче

Ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче çурхи уй-хир ĕçĕсем епле пыни (çу уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне):

– çурхи ака-суха ĕçĕсем пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче кунсерен вăй илсе пыраççĕ. Ака кунĕсем çитнĕ май хуçалăхсенче акмалли вăрлăха имçамлассипе «ВаСем» (240 процент), Чкалов яч. хис. (135 процент), «Свобода»(50 процент) хуçалăхсем, «Гея» общество (60 процент), «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики (35 процент), В. Бархаткин, В. Горбунов, А. Толстов, А. Пихтеров хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче çанă тавăрса ĕçлеççĕ;

– пур хуçалăхра та çĕр улми вăрлăхне яровизацилеме кăларассипе тимлеççĕ. Виçĕм кун тĕлне районĕпе ăна 1930 тонна (79 процент) суйланă;

– хуçалăхсем 1572 гектар çинче (24 процент) кĕрхи культурăсене апатлантарнă, 1812 гектар çинче (28 процент) сÿрелесе нÿрĕк тытса хăварнă;

– пĕрлешÿллĕ тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 1437 гектар (20 процент) нумай çул ÿсекен курăксене минераллă удобренисемпе апатлантарнă, 3670 гектар (51 процент) çинче сÿрелесе нÿрĕк тытнă;

– районĕпе çĕртме сухи тунă лаптăксене пурĕ 2169 гектар (39,5 процент) сÿреленĕ;

– районĕпе 850 гектар (9,5 процент) çурхи культурăсем акнă. Акнă лаптăксенчен 350 гектарне çурхи тулă, 450 гектарне урпа, 37 гектарне сĕлĕ йышăнать;

– Ильич яч. хис. хуçалăхра 30 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем акнă;

– «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра 20 гектар çĕр улми лартнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика